Ачалăхри ĕмĕтне пурнăçланă

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 14.08.2026, 13:09 Просмотров: 43

Вунă çул каялла, тĕрĕсрех, 2016 çулта республика территорийĕнче пулă ĕрчетекен 12 хуçалăх шутланнă. Юлашки вăхăтра вĕсен шучĕ самаях ÿснĕ. Пирĕн округри Туканаш ялĕнче пурăнакан Олег Михайлович Сергеев та паян пулă ĕрчетет. Вăл вĕтĕ пулăсем (карп, толстолобик, шурă амур, осетр йышши пулă бестер) сутнине Интернетра пĕлтерÿсем панă хыççăн чылай хулапа регионра пĕлсе çитнĕ.

Олег Михайлович каланă тăрăх, пĕр 20 çул каялла Туканаш урамĕпе пынă чухне юлташĕпе пулă ĕрчетесси çинчен калаçса кайнă. Вăл хăйĕн ĕмĕтне пурнăçа кĕртесси пирки пĕрре те иккĕленмен, пĕлĕшне малашне çак ĕçпе ĕçлеме шантарнă. Хăйĕн сăмахне тытнă Олег Михайлович, хресчен (фермер) хуçалăхĕ йĕркеленĕ - «СОМ». Чăннипех те килĕшÿллĕ вĕт: пĕр енчен, Сергеев Олег Михайлович, тепĕр енчен, «Сом» - ку вăл пулă, чăвашсем çуйăн теççĕ ăна.

Халĕ «СОМ» хресчен (фермер) хуçалăхне вĕтĕ пулăсем туянма ăçтан кăна килмеççĕ-ши: Тутарстанран, Мари Эл Республикинчен, Киров, Перьм, Ухта (Коми АССР) хулисенчен... Чăваш Ен пирки калас пулсан, кашни округрах пĕвесенче пулă ĕрчетекенсем пур, вĕсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăну тытаççĕ, пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллашаççĕ.

Олег Сергеев Туканашрах çуралса ÿснĕ, кунтах шкул пĕтернĕ. Унтан Шупашкарти энергетика техникумне пĕтернĕ. Пĕр вăхăт Мускавра электрик пулса ĕçленĕ. Каялла тăван кĕтесе таврăнсан вара фермерсен шкулĕнче пулă ĕрчетме вĕреннĕ. Унпа пĕрле ăс пухнă, пулă ĕрчетес шухăшлă çынсем те паян Олег Сергеев патĕнче час-часах пулаççĕ. Хăй вара çак ĕçе пуçарса яма пулăшнăшăн Елчĕкри пулă ĕрчетекен хуçалăха нумай çул хушши ăнăçлă ертсе пынă Петр Смирнова тав тăвать. Вăл ăна ку енĕпе нумай ăс панине, вĕрентнине палăртать.

Олег Михайловичăн хуçалăхĕ, 2004 çулта йĕркеленĕскер, çырмасемпе йывăçсем айне путнă, сиплĕ çăлсем тапса тăракан илемлĕ Туканаш ялĕн хĕрринче вырнаçнă. Кунтах пысăках мар икĕ пĕве. Вĕсен шыв çинчи лаптăкĕсем 5 гектара яхăн йышăнаççĕ тата арендăра 12 гектар лаптăкра кÿлĕсем пур.Пĕтĕмĕшле илсен, харпăрлăхра та, арендăра та 3-шер пĕве. Икĕ çулхи пулăсем пулманнипе пĕлтĕр пĕр пĕвине пулă лăкки яма тивнĕ. Опытлă фермер пĕчĕк пĕвесенче вĕтĕ пулăсем ĕрчетме юраманни çинчен пĕлтерет. Ку хуçалăхра ытларах чухне пĕр пĕвинче икĕ çулхи пулăсене тытаççĕ, иккĕшĕнче - пĕр çулхисене. Вĕсене тĕштырă çитереççĕ, хăш чухне ăна вĕтетмесĕрех е вĕтетсе параççĕ. Пулăсем хăнăхнă йăлапа кормушка патне ишсе пыраççĕ, апатланаççĕ те каялла ишсе каяççĕ.Çакна пăхса тăма питĕ интереслĕ. Тырă пирки калас пулсан, ăна «Родина» ялхуçалăх производство кооперативĕнчен тата Иван Семеновăн хресчен (фермер) хуçалăхĕнчен туянаççĕ. Харпăрлăхра шутланакан 9 гектар лаптăкра Олег Михайлович нумай çул ÿсекен курăксем ÿстерет.

Пĕве пуçĕнче известь купи выртнине асăрхарăмăр. Ăнсăртран лекмен иккен вăл кунта. Çанталăк шăрăх тăнă чухне шыв симĕсленет, çак известь шĕвекне ярсан вара тасалать, микробсене пĕтерет.

2003 çулта «СОМ» КФХ пулă ĕрчетессине аталантарас тĕллевпе Раççей Ялхуçалăх министерстви урлă «Перспектива» программăпа килĕшÿллĕн 7,8 миллион тенкĕлĕх грант илнĕ. Çав укçапа сутлăх пулăсене хĕл каçармалли комплекс туса лартнă тата çĕнĕ пĕве хатĕрленĕ, малашне вĕтĕ пулăсене унтах хĕл каçарасшăн. Сăмах май каласан, штатра 1 çын, вăлах хуралçă, экспедитор, водитель шутланать.

Опытлă пулăçăн, фермерăн сĕнĕвĕсемпе, маларах каланăччĕ ĕнтĕ, тус-юлташĕсенчен нумайăшĕ усă курать. Олег Сергеев пулă ĕрчетес шухăшлă çынсене пĕр çулхисене, 50 грамм таяканнисене туянма сĕнет. Вăл каланă тăрăх, май уйăхĕнчен пуçласа сентябрьччен унăн виçи вунă хут ÿсет, 500 грама çитет. Икĕ çулхи пулăсем, 400-500 грамм таяканнисем, пĕвере 4-5 хут ÿсеççĕ, 2 килограмм ытларах тайма пуçлаççĕ.

«Çу каçипех пулла çÿреме пулать. Кĕркунне çитсен пĕвери шыва уçса яратăр та каллех пулă тытатăр - ăна сутма, юлташăрсене пама пултаратăр, хăвăр валли хăварма та çитĕ»,- тет Олег Сергеев пĕчĕк пĕвесенче пулă усракансене.

В. ВОРОБЬЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники