«Сывлăх пункчĕ» ĕçлет

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 14.08.2026, 13:10 Просмотров: 42

Муркарта тата ун таврашĕнчи ялсенче пурăнакансем иртнĕ эрнере «Сывлăх пунктĕнче» пулчĕç.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Сывлăх патне утăм» проектпа килĕшÿллĕн вĕсем тÿлевсĕ-рех хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерме пултарчĕç: артерири, куçри юн пусăмне виçтерчĕç, кĕлетке çÿллĕшĕпе йывăрăшне, сахăр тата холестерин шайне пĕлчĕç, анализсем пачĕç, вăл е ку чиртен мĕнле асăрханмалли пирки опытлă врачсемпе канашларĕç.

«Сывлăх пункчĕн» ĕçĕпе «Чăваш Республикин муниципаллă пĕрлешĕвĕсен совечĕ» ассоциацин ĕç тăвакан директорĕ Александр Кузнецов та паллашрĕ.

Тĕп урамра магазинпа юнашар вырнаçнă «Сывлăх пунктĕнче» çав кун 111 çын хăйĕн сывлăхне тĕрĕслеттерчĕ. Ял халăхĕ районти И.Е. Виноградов ячĕллĕ тĕп больницăри тухтăрсене вырăна тухса йышăннăшăн ăшшăн тав турĕ.

«Сывлăхлă малашлăх» проектпа килĕшÿллĕн августăн 12-мĕшĕнче тухтăрсен мобиллĕ бригади Тĕрлемес станцийĕнче ĕçлерĕ.

О. МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники