Маскировка тетелĕ - амăшĕн ытамĕ пекех

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 14.08.2026, 13:11 Просмотров: 45

Куславкка округĕнче хăшпĕр çĕрте вăхăт мĕнле иртнине пачах та сисмеççĕ. Унта васкамаççĕ, çапах мĕн палăртнине тума ĕлкĕреççĕ. Сăмах «кĕмĕл» волонтерсем çинчен пырать. Вĕсем хÿтлĕх хатĕрлеççĕ - хăйсем валли мар, фронтри салтаксем валли.

Тивĕçлĕ канури хастар çынсем кашни кун ирхине пĕрле пухăнаççĕ. Сĕтел çинче - çыхмалли тата тĕрлемелли çипсем мар, маскировка сечĕсен тĕркемĕсем, капрон çиплĕ катушкăсем. Волонтерсем умĕнчи тĕллев - çар служащийĕсем валли шанчăклă хÿтлĕх çыхса парасси. Ăна вĕсем чыслăн пурнăçлаççĕ - метр хыççăн метр, тĕвĕ хыççăн тĕвĕ тĕвĕлеççĕ.

Вăхăт кунта кунсерен пĕр майлă иртет: хĕрарăмсем пусма касаççĕ, шăппăн çеç сăмахлаççĕ. Волонтерсем каланă тăрăх, маскировка сечĕсем çыхни вĕсене пĕрлештернĕ. Хăшĕ-пĕри пĕччен тăрса юлнипе, теприсем - обществăшăн усăллă пулас тенипе, виççĕмĕшĕсем вара ывăлĕ е мăнукĕ ятарлă çар операцийĕнче пулнипе кунта çÿреççĕ.

«Эпир фронтран чылай аякра, çапах та хамăр тăрăшулăхпа çар служащийĕсене хÿтĕлеме пултаратпăр. Маскировка тетелĕ - амăшĕн ытамĕ пекех вĕт, уйрăмлăхĕ вăл капронран тата симĕс пусмаран пулнинче çеç. Чи кирли - ан йĕпентĕр, ун витĕр нимĕн те ан курăнтăр»,- тет «кĕмĕл» волонтер Светлана Лаврова.

Хĕрарăмсем шÿтлеççĕ, унччен тетелсемпе - пулă, халĕ вара шанăç тытни çинчен калаççĕ. Вĕсем çыхнă кашни маскировка сетьне гуманитари пулăшăвĕ шучĕпе ятарлă çар операцийĕнчи салтаксем патне ăсатаççĕ. Ентешсем вара тав туса видео ярса параççĕ.

Çак хастар хĕрарăмсене «кĕмĕл» волонтерсем тесе калаççĕ, вĕсем çыхакан маскировка сечĕсем - ылтăн вырăнĕ- нче, мĕншĕн тесен вĕсен кашни тĕввинче - юрату.Çак юрату вара аякри салтаксемпе пĕрле каялла çуралнă киле таврăнать.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники