Хапăл туса кĕтетпĕр

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 21.08.2026, 14:50 Просмотров: 43

Куславккари тĕп библиотекăн фончĕ кашни çулах кĕнекесемпе пуянланса пырать. Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленнĕ çĕнĕ кăларăмсем кăçал та сахал мар. Вĕсен шутĕнче ачасемпе çамрăксем, ватлăх енне сулăннă çынсем вулама юратакан чăвашла тата вырăсла çырнă калавсемпе сăвăсем нумай.

Августăн 13-мĕшĕнчен пуçласа тĕп библиотекăра «Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленнĕ кĕнекесене вулатпăр» курав ĕçлет.Унта «Тилĕ юмахĕсем: чăваш халăх юмахĕсем», «Юрататăп аттене», Е. Бриллиантăн «Там снег и чудеса!», Р. Воробьеван «Светлые мечты», И. Трифонован «Письмо Олеси», О. Рубцован «Телейлĕ билет», А. Павловскаян «Çутă ĕмĕт çунатлă», А. Шпаннагелĕн «Сказ без прикрас», Д. Ивановăн «Древние чувашские легенды: легенды в балладах» кĕнекисемпе тата ытти авторсен ĕçĕсемпе те паллашма пулать. Çак кăларăмсене эпир шкул çулĕ- нчи ачасене илсе вулама сĕнетпĕр. Çитĕннĕ çынсем те вĕсемпе хаваспах паллашма пултараççĕ.

Библиотекăна çÿрекенсене краеведени литератури пирки те аса илтерес килет, вăл çуралнă кĕтеспе, Атăл тăрăхĕнче пурăнакансемпе, хамăр историпе интересленекенсем валли чăн-чăн парне пулма пултарать. Сăмах З. Трифонован «Чебоксары - столица Чувашии».Шупашкар - Чăваш Енĕн тĕп хули: книга-путеводитель», В. Милютинăн «Сорхори» чăваш халăх ташши» (вырăсла, чăвашла, акăлчанла куçарнă), çавăн пекех В. Кочетковăн «Город-крепость на Суре. Очерки истории города Алатыря» кăларăмсем пирки пырать.

Выставка çак уйăх вĕçлениччен ĕçлет. Çÿлерех асăннă кĕнекесемпе паллашма тăрăшăр, вĕсене вуласа Чăваш çĕршывĕ çинчен нумай çĕннине пĕлме пултаратăр.

Н. ИВАНОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники