Чĕмсĕр чикĕсен вырăнĕсенче

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 21.08.2026, 14:53 Просмотров: 43

Августăн 19-мĕшĕнче Географ кунне паллă тунă май Сĕнтĕрвăрри тата Куславкка округĕсенче «Астăвăм çулĕ» ятпа тăваттăмĕш хут республикăри велочупу иртнĕ. Кăçал ку мероприятие Раççейри Халăхсен пĕрлĕхне халалланă. Ăна йĕркелекенсем - Вырăс географи обществин Чăваш республикинчи уйрăмĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, Куславкка тата Сĕнтĕрвăрри муниципаллă округĕсен администрацийĕсем.

Веломаршрут тăршшĕ - 40 çухрăм. Унта хутшăнакансем малтанах Сĕнтĕрвăрри округĕнчи Истереккасси ялĕ çывăхĕнче пухăннă, унтан велосипедпа чупса Куснарти «Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене» мемориал патне çитнĕ. Вĕсем ĕмĕр сÿнми çулăм патне чечексем хунă, Çĕнтерĕве çывхартма хутшăннă тыл ĕçченĕсене асра тытса пĕр минут шăп тăнă.

Велочупăва хутшăннисене Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков,Чăваш Республикин Çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн заместителĕ, «Симĕс экономика» партпроект координаторĕ Ольга Александрова ăшшăн саламланă. Сĕнтĕрвăррипе Куславкка округĕсенчи историре тарăн йĕр хăварнă вырăнсенче августăн 19-мĕшĕнче пĕлтĕр 50 ытла велосипедист пулса курнă, кăçал вĕсен йышĕ- 86 çынна çитнĕ. Ачисемпе пĕрле ашшĕ-амăшĕсем те çула тухнă.Велосипедпа пыракансене кашни ялта тенĕ пекех çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ, халăх спортсменсене улма-çырлапа хăналанă.

Историрен паллă ĕнтĕ, Чăваш АССР территорийĕнче Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче икĕ çĕрте хÿтĕлев сооруженийĕ-сем тума йышăннă: Сăр тата Хусан чиккисем. Хусан хÿтĕлев чикки пирĕн район территорийĕнче Куснар ялĕ çывăхĕнчен иртсе кайнă. Çав вырăнсене манманни, çитсе курма тăрăшни тыл ĕçченĕсен вăрçă çулĕсенчи паттăрлăхне халăх асра тытнине çирĕплетсе парать.

Экологипе астăвăм пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Вырăс географи обществин уйрăмĕн пуçаруçисем каланă тăрăх, çак маршрутпа вĕсем моторсемсĕр, педальсем çине пусса куçса çÿреççĕ. Вăрçă хыççăн упранса юлнă хÿтĕлев чиккисем патĕнчен велосипедпа иртсе кайнă хыççăн сывлăш вараланмасть, тĕтĕмсĕрĕм явăнса юлмасть. Çакă шăпах «Симĕс экономикăн» тĕп палли пулса тăрать: велосипед – экологи тĕлĕшĕнчен таса транспорт, çутçанталăка сиен кÿменни.

Ку мероприяти кашни çулах «Экологи тĕлĕшĕнчи ăнăçлăх» наци проекчĕпе тата «Таса çĕршыв» проектпа килĕшÿллĕн иртет. Вăл экологипе çыхăннă культурăна йĕркелеме, историре паллă йĕр хăварнă пулăмсене асра тытма тата тăван çĕре тимлĕх уйăрма вĕрентет.

О. Владимирова.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники