Ырлăх-сывлăх Турă парнелетĕр

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 11.09.2026, 11:24 Просмотров: 33

Сентябрĕн 3-мĕшĕнче хаяр вăрçă çулĕсенче Çĕнтерĕве çывхартас тĕллевпе тылра ырми-канми ĕçленĕ Юлия Ивановна Федорова 100 çул тултарчĕ. Вăл Вăрманкасра пурăнать. Çак хĕрарăм - пирĕн ĕмĕрĕн чĕрĕ палли, унăн шăпи çĕршыв историйĕпе тачă çыхăннă.

Тыл ĕçченĕ Куславкка районĕнчи Çирĕклĕ ялĕнче 1926 çулта çуралнă, йышлă та туслă çемьере сакăр ача çитĕннĕ. Арçынсем Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайсан Юля лаша кÿлме вĕренсе çитнĕ, Тĕрлемес станцине тырă турттарнă. Хаяр вăрçă пынă пулин те хĕр малалла вĕренес ĕмĕтне çухатман. Канашра училище пĕтернĕ, бухгалтер пулса тăнă. Малтанах хамăр районти «Дружба» колхозра ĕçленĕ, унтан - Шупашкарти В.И. Чапаев ячĕллĕ заводра.

Юлия Федорова мăшăрĕпе пĕрле пĕр ывăлпа пĕр хĕр пăхса ÿстернĕ, тивĕçлĕ воспитани панă. Паян вăл - йышлă çемье мухтавĕ. Асламăшĕн-кукамăшĕн чун-чĕрине ватлăх кунĕсенче 8 мăнукĕпе вĕсен 19 ачи тата чи кĕçĕн мăнукĕн ачи ăшăтаççĕ. 100 çула çитнĕ тесе те калаймăн хисеплĕ ватăна: ăстăнĕ çивĕч, чылай пулăма асра тытать, ыйтусем çине туллин хуравлать. Вăл эпир паян кĕнекесенче вуласа пĕлнине те лайăх астăвать.

Ĕмĕрне тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе, тус-тăванпа, ялйышпа шăкăл-шăкăл калаçса ирттернĕ Юлия Ивановна Федоровăна 100 çул тултарнă ятпа «Единая Россия» партин «Аслă ăру» проекчĕн муниципалитетри координаторĕ Людмила Шулаева тата çак партин Кунерти пуçламăш уйрăмĕн секретарĕ Светлана Матанова ăшшăн саламланă, нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх, канлĕ ватлăх суннă.

О. ВЛАДИМИРОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники