Кашни минут шутра

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 18.09.2026, 12:57 Просмотров: 14

Ялхуçалăх ĕçченĕсем умĕнче паян пĕртен пĕр тĕллев - пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене, пахчаçимĕçпе çĕрулмине уяр çанталăкăн кашни минучĕпе туллин усă курса пухса кĕртесси. Çутçанталăкăн начар кун çук тесе калатпăр пулин те, кăçал вăл аграрисене кал-кал ĕçлеме самаях чăрмантарать.

Ытларикун, сентябрĕн 15-мĕшĕнче, эпир Катĕркасси ялĕ хыçĕнчи çурхи тулă уйне пырса чарăннă вăхăтра унта пĕрин хыççăн тепри 4 «хир карапĕ» шуса пынине асăрхарăмăр. КФХ ертÿçи Геннадий Сорокин «Полесье», «Вектор», «Акрос» комбайнсемпе вырмана çулсерен хутшăнакан опытлă ĕçченсем Николай Петров, Валерий Соловьев, Георгий Кашаев, Юрий Фролов юлашки гектарсем çинче тырă вырни çинчен пĕлтерчĕ. Çураки вăхăтĕнче вĕсем тракторпа сухалаççĕ, хуçалăхра ытти ĕçе те тăваççĕ иккен. Трактористсем пирки калас пулсан, вĕсем те çак уйраччĕ, комбайнсем хыççăн пушаннă лаптăка Роберт Данилов, Александр Егоров, Андрей Соловьев, Игорь Григорьев, Вячеслав Петров çийĕ-нчех сухаласа пыратчĕç. Тулă пусси хĕрринче Михаил Трофимов, Александр Максимов, Валерий Артемьев водительсем автомашинăсем çумĕнче бункерсем туласса кĕтсе тăратчĕç. Геннадий Николаевич çĕнĕ тырра Ырашпулăхĕнчи тата Кунерти йĕтемсем çине турттарни çинчен пĕлтерчĕ.

Геннадий Сорокинăн пĕтĕмĕшле çĕр лаптăкĕ 2000 гектар. Унта вăл тĕпрен илсен тулăпа урпа туса илет. Çурхи тулă кăçал 890 гектар, кĕрхи 410 гектар йышăннă, урпа - 700. Тухăç пирки каласан, пĕрчĕллĕ культурăсем аван çитĕ-ннĕ, 1 гектартан 36 центнера яхăн тухнă. Паянхи куна çурхи тулла тата 300 гектар лаптăкра вырса илмелли юлнă.

- Çумăр çумасан вырмана пĕр эрнерех вĕçлеме пултаратпăр. Çанталăк ăмăр тăнăран пучахсем те нÿрелеççĕ. Вырса пухма ĕлкĕ- реймен тĕштырă пуссине курса чĕре ыратать, - пăшăрханса калаçрĕ Геннадий Николаевич. - Çапах та эпĕ палăртса хăварасшăн: пирĕн хуçалăхра опытлă механизаторсемпе комбайнерсем ĕçлеççĕ, иртен пуçласа таврана каç сĕмĕ çапиччен уйра тăрăшрĕç вĕсем. Кăçал кĕрхи тулă 450 гектар акса хăвартăмăр, калчасем парка, илемлĕ шăтса тухрĕç. Çĕртме сухине те планпа пăхнинчен ытларах хатĕрлерĕмĕр.

...Çумăр час-часах çуса тăнине пăхмасăрах Г.Сорокин çĕр ĕçченĕсем тар тăкса ÿстернĕ тулла çывăх вăхăтра пухса кĕртессе шанни çинчен пĕлтерчĕ. «Уйри тырă тырă мар, унăн тухăçĕ мĕнле пулни пÿлмене кĕртсен паллă пулĕ»,- терĕ юлашкинчен.

В. ВОРОБЬЕВА.

Ÿкерчĕксем çинче: М. Трофимов, Г. Сорокин, Н. Петров, В. Артемьев; Р. Данилов тракторист.

 

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники