Ентешсене асра тытса пуç тайма

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 18.09.2026, 13:03 Просмотров: 17

Энтри Пасар территори пайне кĕрекен Эплес тата Калуккасси ялĕсенче пурăнакансем 1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра пуç хунă ентешĕсене асăнса палăк лартма шухăшланă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Ниме - халăх бюджечĕ» программа тата «Раççей ялĕ» проект пулăшнипе кăçал вĕсен ĕмĕчĕ пурнăçланнă. Эплеспе Калуккасси ялĕсем хушшинче палăк лартнă. Кун валли республика бюджетĕнчен -146 пин, вырăнти бюджетран 18 пин тенкĕ уйăрса панă тата халăх 18 пин тенкĕ пухнă.

Иртнĕ эрнере палăка савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Мероприятие Куславкка муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Алексей Людков тата «Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлешÿсен совечĕ» ассоциаци директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Кузнецов хутшăннă. Вĕсем ялта пурăнакансене хастар пулнăшăн, историе тата хăйсен ентешĕсене асра тытнăшăн тав тунă.

Халĕ эплессемпе калуккассисем уявсенче кăна мар, ытти чухне те палăк умне пухăнма, вăрçăран таврăнайман тăванĕсемпе çывăх çыннисене асра тытса пуç тайма, мирлĕ пурнăç парнеленĕшĕн тав тума пултараççĕ. Çапăçу хирĕнче тăшманпа куçа-куçăн çапăçнă, Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн пурнăçне шеллемен салтаксен тĕлĕнмелле паттăрлăхĕ хуть те мĕн чухлĕ çул иртсен те ĕмĕр-ĕмĕр пирĕн асăмра.

О. МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники