Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Сывлăхлă малашлăх» проект пирĕн округра ăнăçлă пурнăçланса пырать. Унпа килĕшÿллĕн çак кунсенче «Сывлăх патне утăм» ятарлă акци Энтри Пасар ялĕнче иртрĕ.
Çанталăк çумăрлă тăнине кура сывлăх пункчĕ ял администрацийĕн çуртĕнче вырнаçрĕ. Энтри Пасарĕнче тата таврари хăшпĕр ялсенче пурăнакансем хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерес тĕллевпе пĕчченшерĕн те, ушкăнпа та пычĕç унта. Вĕсем терапевт, оториноларинголог, стоматолог тата ытти специалистсем патĕнче пулчĕç: артерири тата куçри юн пусăмне тĕрĕслеттерчĕç, кĕлетке çÿллĕшĕпе йывăрăшне виçтерчĕç, ВИЧпа чирлипе чирлĕ маррине, сахăр тата холестерин шайне пĕлме юн пачĕç, ЭКГ, флюорографи тутарчĕç. Хĕрарăмсем çак кун гинеколог патĕнче те пулчĕç. Тухтăрсем ял халăхне тĕрĕс апатланмалли тата сывлăхлă пурнăç йĕркине тытса пымалли çинчен каласа ăнлантарчĕç. Сывлăх пунктĕнче çав кун пурĕ 101 çын пулчĕ.
Мобиллĕ ФАПсемпе сывлăх пункчĕсен пулăшăвĕпе округри ялсенче пурăнакан кашни çын усă курма пултарать. Çавăнпа сывлăха тĕрĕслеттерсе юлма тăрăшсан пуриншĕн те питĕ аван.
Р. КОВАЛЕВА.
Сентябрь 2026 |
