Çĕнĕ çитĕнÿсем суннă

Категория: В РОССИИ Опубликовано: 28.02.2025, 15:43 Просмотров: 464

Чăваш Ен команди Раççейре хĕллехи триатлон енĕпе Пермь тăрăхĕнчи Березняки хулинче иртнĕ ăмăртура ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Кун пирки республика Ертÿçи Олег Николаев хăйĕн телеграм-каналĕнче пĕлтернĕ.

Виçĕ енлĕ ăмăртура 18-23 çулсенчи спортсменсем хушшинче Чăваш Ен çамрăкĕсем Николай Фролов, Владислав Тимофеев тата Семен Закутин чи лайăх кăтартупа палăрнă. Николай Фролов çавăн пекех харпăр хăй хушшинче иртнĕ тупăшура виççĕмĕш вырăн йышăннă.

«Спортсменсене триатлона хутшăнма хатĕрленĕ Александр Васильев тренер-преподавателе тав тăватăп! Çĕнĕ çитĕнÿсемпе ăнăçусем сунатăп!» – тесе çырнă Олег Николаев.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1