Апрелĕн 17-мĕшĕнче Федераллă службăн ветеринарипе фитосанитари надзорĕн Чăваш Республики тăрăхĕнчи управленийĕ Узбекистана шăнтнă чăх-чĕп какайĕн черетлĕ ушкăнне ăсатнине тĕрĕсленĕ. Продукцие «Мега Юрма» ОООра туса кăларнă.Унăн пĕтĕмĕшле виçи 20,3 тонна пулнă.
Ют çĕршыва ăсатас умĕн документсене, маркировкăна, хăçанччен юрăхлă пулнине, мĕнле условисенче упранине тата транспорт мĕнле пулнине тĕрĕсленĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче çитменлĕхсем тупса палăртман. Продукци ăна йышăнакан çĕршывăн ветеринари ыйтăвĕсене пĕтĕмпех тивĕçтерни паллă пулнă.
Çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Республикинчен 12 хутчен - пурĕ 285 тонна яхăн шăнтнă чăх-чĕп какайĕ ăсатнă. Çакă пирĕн регионта туса кăларакан продукцие унта килĕштернине кăтартса парать.
А. ГОЛИЦЫН.
Апрель 2026 |
