Раççейре паян, апрелĕн 30-мĕшĕнче, пушар хуралĕнче ĕçлекенсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ.
Çулăма хирĕç кĕрешекенсен ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман. Çавăнпа та ку тивĕçе чăн-чăн паттăрсем пурнăçлаççĕ темелле. Округри пушар хуралĕн ĕçченĕсем малашне те йывăр лару-тăру сиксе тухсан çула тухма яланах хатĕр пуласса шанатпăр. Сăмах май каласан, 2018 çулта Çĕнтерÿ кунĕ умĕн пирĕн округра пушара хирĕç кĕрешекенсене асăнса ятарлă палăк уçнă.