Ентешсем вĕсемпе мухтанаççĕ

Категория: В РОССИИ Опубликовано: 10.07.2026, 10:35 Просмотров: 85

Июнь уйăхĕ вĕçленеспе Беларуç Республикинче ветерансем хушшинче çăмăл атлетика енĕпе мала тухмалли уçă чемпионат иртнĕ.

Ăмăртусен программипе килĕшÿллĕн арçынсемпе хĕрарăмсен 100 метртан пуçласа 10 пин метрлă дистанцисене чупса, хăвăрт утса тухмалла, çÿллĕшне, инçĕшне сикмелле, етре, диск ывăтмалла тата спортăн ытти хăшпĕр енĕпе ăмăртмалла пулнă. Вĕсене тĕрлĕ виçеллĕ категорисенчи спортсменсем хутшăннă, çав шутра 80 çулран иртнисем те.

Палăртма кăмăллă, Раççейри спортпа туслă ветерансемпе пĕрле Куславкка муниципаллă округĕнчи Кĕçĕн Карач ялĕнчи Лев Петровпа Алевтина Судеркина та тĕрлĕ дистанцисенче хăйсен ăсталăхне кăтартнă. Тăрăшни сая кайман, упăшкипе арăмĕ Беларуç Республикинче çăмăл атлетикăпа иртнĕ уçă чемпионатран тĕрлĕ наградăсемпе таврăннă. Алевтина Судеркина хăвăрт утассипе 5000 метрлă дистанцире çĕнтернĕ тата 25,4 килограмм таякан груза сулласа илсе ывăтассипе пуринчен те лайăхрах кăтартупа палăрнă. Лев Петров та çакăн пек йывăрăшлă груза чи инçете ывăтнă, сăнă тата диск ывăтассипе иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Спортри çитĕнÿсем тăрăшмасăр пулмаççĕ, паллах. Алевтина Михайловна хамăр хулари «Атăл» спорт шкулĕнче инструктор пулса ĕçлет, Лев Александрович физкультура учителĕ пулнă май Куснар шкулĕнче вĕренекенсене хăйĕн опычĕпе паллаштарать, спортпа интереслентерет, ăмăртусене хутшăнма хатĕрлет. Арăмĕпе упăшки çамрăк ăрăва спорта юратма хавхалантараççĕ, мĕншĕн тесен спорт çынсене вăй-хăват парать, ырă шухăш-туйăм çуратать, кăмăл-туйăма çирĕплетет тата кирек мĕнле йывăрлăха та çĕнтерме вĕрентет.

А. Тимофеев.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники