Чăваш Енрен çак кунсенче 89-мĕш хут гуманитари тиевĕ ăсатнă. Ку хутĕнче ăна Запорожье облаçĕпе Донецк халăх республикинче вырнаçнă виçĕ çар чаçне янă.
Çак пулăшăва йĕркелессипе ăсатассине план тăрăх кăна мар, подразделенисен ятарлă ыйтăвĕсемпе килĕшÿллĕн (халĕ мĕн кирлине шута илсе) пурнăçланă. Республикăри строительство предприятийĕсем УАЗ маркăллă икĕ çĕнĕ автомобиль панă. «Пĕрле» фондран - вунă квадракоптер, радиосигнала вăйлатмалли пилĕк «Инкубатор 2.0» комплект, ултă генератор, ултă портативлă электростанци, çавăн пекех çар служащийĕсем валли ĕçмелли шыв.
Чăваш Енри волонтерсен пĕрлешĕвĕсем 1080 плита (ОСБ), маскировка тетелĕсеми, рацисем, тимĕр кăмакасем тата апат-çимĕç хатĕрленĕ.
«Ку пулăшу - пĕрлехи ĕçĕн кăтартăвĕ.Предприятисем, «Пĕрле» фонд, волонтерсем, республикăра пурăнакансем каллех пĕрлешрĕç, пирĕн хÿтĕлевçĕсем валли мĕн кирлине пĕтĕмпех пухма тăрăшаççĕ, паттăрсем патне илсе çитерме пулăшаççĕ. Вăй çитнĕ таран тăрăшнăшăн пурне те пысăк тав. Салтаксем çĕршыва хÿтĕленĕ чухне пирĕн тивĕç - вĕсемшĕн шанчăклă тыл пуласси», - тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев.