Шыв этем пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнать. Мĕн ĕлĕкрен çын ун çывăхĕнче пурăнма тăрăшнă. Ăçта юханшыв пур - унта ял ÿссе ларнă. Шывĕ вара хăшпĕр çĕрте çырма тĕпĕнче кăна юхса выртнă.
Çапах та ăна хăй пурăнакан вырăна çĕклесе хăпартасси çынна хăратман. Чашламара та çаплах пулнă. Çăл ял варринчи çырмара - Шуршу варĕнче çулне тупнă. Çăл шывĕ мĕнле тапса тухнине кура ялне те Чашлама тесе панă. Ĕлĕкрех вăл шавласа юхса тăнă, халĕ ун пекех мар - тĕрлĕ еннелле сапаланса юхать.
Чăваш Республикин Ялхуçалăх министерствин программипе килĕшÿллĕн ялта пурăнакансем пĕлтĕр çăла тĕпрен юсаса купель туса лартма калаçса татăлчĕç. «Родина» ялхуçалăх кооперативĕн ертÿçи Людмила Александровна Емельянова вĕсен тĕллевне пурнăçлас тесе нумай тăрăшрĕ. Вăл хăй те ăна юсасси пирки темиçе çул каяллах шухăшланă иккен.
Каларăм ĕнтĕ, шыв кирек камшăн та чи пысăк пуянлăх. Чашламара унăн çулĕ питĕ çиелте, çавна пулах çуркунне çĕр часах типмест. Çу каçипех кашни килĕн тĕпсакайĕнче шыв тăрать. Анчах ăна ĕçме çук-çке. Кĕпе-йĕ-ме те унпа çăваймастăн, апат та пĕçерейместĕн. Апат-çимĕç хатĕрлеме çăл шывĕнчен пахи çукрах. Чашламара çăлтан шыв башньăна пырать, ун хыççăн çĕр айĕнчи пăрăх тăрăх ял урамĕ-сенчи колонкăсене çитет. Кăçал çак çăла юсаса Турă шыва кĕнĕ кунхи уяв тĕлне çĕнĕ купель туса лартрĕç. Ку проекта халăх пуçарăвĕн бюджечĕн шучĕпе пурнăçланă, унăн тĕп условийĕ - тăкаксен пĕр пайне халăх укçипе саплаштарасси.
Ĕçе пуçăниччен Людмила Емельянова Пăрмас территори пайĕн ертÿçипе Валентина Тикановăпа пĕрле Кармăшри, Ырашпулăхĕнчи, Тĕрлемесри купельсене çитсе курнă, мĕнлерех тумалли пирки сÿтсе явнă. Вара юлашкинчен Ырашпулăхĕнчи пек тума йышăннă. Кооператив председателĕ ырă пуçарăва пурнăçа кĕртме укçине те шеллемен - 200 пин тенке яхăн уйăрса панă. Купель туса лартма пурĕ икĕ миллион тенке яхăн кирлĕ пулнă. Ял халăхĕ смета валли 5 пин тенкĕ пухса панă. Çăла тирпей-илем кĕртме кунта пурăнакансем темиçе хутчен те ниме ирттернĕ. Çимĕк хыççăнах унта ĕçлеме тытăннă. Çăл таврашне тасатнă, тирпей-илем кĕртнĕ. Ирина Филиппова, Светлана Чернова, Надежда Романова, Николай Московкин, Татьяна Михайлова тата ыттисем те тăрăшса ĕçленĕ. Пĕтĕм ĕçе Николай Московкин йĕркелесе пынă. Халĕ вăл «Родина» кооперативра вăй хурать,Чашламари башньăна пăхса тăрать, урамри колонкăсене те юсама пултарать.
Людмила Александровна тăрăшнипе тата транспорт уйăрса панипе çăл патне пĕр кунхине сап-сарă пĕренесенчен хатĕ-рленĕ пура турттарса пынă. Купелĕн тăршшĕ - ултă метр, сарлакăшĕ - пилĕк метр. Вăл икĕ пÿлĕмрен тăрать. Çĕнĕ купель халĕ кунти çырмана та илем кÿ-рет, хăтлăхĕпе халăха хăй патне илĕртет. Ялта пурăнакансем ăна пăхса савăнаççĕ.Турă шыва кĕнĕ кун тĕлне ?Кăшарнире, январĕн 18-19-мĕшĕсенче% православи тĕнĕпе пурăнакансене йышăнма хатĕрлесе çитернĕ. Ун патне анса хăпарма та меллĕ: бетон плиткăсенчен çул сарнă, ятарласа тыткăч вырнаçтарнă.
Кăшарни уявĕнче Чашлама чиркĕвне халăх нумай пухăнать. Унта Николай атте ?Эдуард Белов% килсе çÿрет. Ку хутĕнче кĕлĕ вĕçленнĕ хыççăн вăл прихут çыннисемпе пĕрле купель патне кайнă, шыва светить тунă. Ун хыççăн Н. Московкинпа А. Белов çĕнĕ купельте чÿхенсе тухнă.
Чашламара вара кунпа ĕç вĕçленмен-ха. Н. Московкинпа Л. Емельянова тата ялти хастар çынсем çăл шывĕ паянхи пек тĕрлĕ еннелле сапаланса мар, ĕлĕкхилле чашлатса юхма пуçласса кĕтеççĕ, шанаççĕ. Çавăншăн тăрăшаççĕ. Халлĕ- хе вара çакăн пек купель туса лартнăшăн пурне те тав тăваççĕ, Людмила Емельяновăпа Николай Московскин пирки вара уйрăмах ăшă сăмахсем калаççĕ. Николай Григорьевич паян çăла пăхса тăрать, башньăна ĕçлеттерет, сиплĕ çăл шывĕпе усă курма пултарнăшăн ял халăхĕ чăннипех те хĕпĕртет.
Л. БЕЛОВА.
Февраль 2026 |
