Шкулта вĕреннĕ çулсенче эпĕ помидорпа (томатпа) интересленме пуçларăм. Ун чухне ятарласа уйăрнă вырăнта тĕрлĕ пахчаçимĕç лартса тăваттăмăр.
Шкул çумĕнчи лаптăка эпир пурте юратакан А. Фадеева учительница çумне çирĕплетнĕччĕ. Агафия Михайловна пире географи вĕрентетчĕ. Шăпах ĕнтĕ вăл мана ÿсентăрана юратма хăнăхтарчĕ. Пирĕн учительница çав тери нумай тĕрлĕ калча лартса ÿстернине паян та лайăх астăватăп. Вăл вĕсене питĕ юратса пăхатчĕ, апатлантаратчĕ, шăваратчĕ.
Мĕншĕн-ха эпĕ помидора ытларах килĕштеретĕп? Мĕншĕн тесен çак çимĕç питĕ тутлă тата сывлăхшăн усăллă. Хамăн пурнăçра эпĕ 100 ытла сорт лартса пăхрăм. Теплицăсемпе усă курма пуçличчен уçă вырăнта аван ÿсекеннисене кăна лартма тăрăшаттăм. Каярах вара тĕрлĕ йышши сортсене ÿстерме тытăнтăм. Юлашки 20 çул хушшинче тĕпрен илсен теплицăра лайăх çитĕ- некеннисене лартса тăватăп.
Помидор мĕнпе усăллă-ха? Унта клетчатка нумай, В ушкăнри витаминсем, аскорбин тата фоли кислотисем, кали, натри, фосфор, магни, кальци, тимĕр, йод тата сывлăхшăн усăллă ытти элементсем чылай. Помидорта пур холин çинчен уйрăммăн каламалла. Çак компонент юнра холестерина чакарма пулăшать, гемоглобин йĕркелет тата иммунитета çирĕплетет.
Ученăйсем помидор ытларах çиме сĕнеççĕ, мĕншĕн тесен çапла тăвакансем чĕре-тымар, юн çаврăнăшĕпе çыхăннă чирсемпе сахалрах чирлеççĕ.
Помидора илес пулсан, тухăç сахал е нумай пуласси, каламасăрах паллă, теплицăра ÿстерме мĕнле сорт суйласа илнинчен килет. Пахчаçимĕç ăстисем хăйсем пурăнакан вырăнта аван ÿсекеннисене тата аван упранаканнисене лартса хăвараççĕ. Эпĕ çÿллĕ ÿсекеннисене, çимĕçĕ пысăк (шултра) пулаканнисене килĕштеретĕп, çав шутра çак сортсене: «Алтайский розовый», «Алеша Попович», «Бабушкин секрет», «Руслан», «Черный принц», «Северная красавица». Ку сортсем пурте нумай çимĕç параççĕ.
Дачăра ĕçлекенсенчен нумайăшĕ опыт çукраххипе теплицăра пĕр енче помидор, тепĕр енче хăяр лартса ÿстереççĕ. Кун пек туни тĕрĕсех мар, мĕншĕн тесен помидорсене уçăрах сывлăш кирлĕ, хăярсем вара ăшша питĕ юратаççĕ. Çавăнпа икĕ теплица пулсан аванрах. Пĕринче хăяр, тепринче помидор лартса тума пулать. Сăмах май каласан, манăн теплицăра помидорсем 3 метра çити ÿсеççĕ.
Халăхра çапла калаççĕ: «Хуçи мĕнле, ачисем те çаплах». Эпĕ вара çакăн пек хушса хунă пулăттăм: «Мĕнле пăхатăн, тухăçĕ те çапла пулать». Пахчаçимĕç эпир ĕçрен пушанасса кĕтмест, ăна пĕрехмай пăхса тăмалла.
Л. НИКОЛАЕВ,
агроном, биолог.
Карач ялĕ.