Августăн 1-2-мĕшĕсенче Шупашкарта тăваттăмĕш хут Çырла фестивальне ирттерчĕç. Вăл çак пылак çимĕçе çиме юратакансене кăна мар, пĕтĕм çĕршыври фермерсене, ученăйсемпе экспертсене пĕрлештерчĕ.
Фестиваль хăнасемшĕн чăн-чăн уяв пулса тăчĕ. Унта вуншар хуçалăх хăйĕн продукцийĕпе паллашма сĕнчĕ. Сĕтелсем çинче мĕн тĕрлĕ çырла кăна пулмарĕ-ши? Куравпа паллашма пынисем тĕрлĕ çырлана савăнсах тутанчĕç, тин çеç пĕçернĕ варенипе сăйланчĕç, шеф-поварпа пĕрле ыраш çăнăхĕ ярса çăрнă чустапа çĕр çырлинчен печени хатĕрлерĕç...
Хальхинче хăнасене «Пехет» ялхуçалăх пасарĕнче йышăнчĕç. Вырăнĕ нумай, çимĕç пахалăхне упрама холодильниксем пур, кунтах уяв программине ирттермелли сцена. Çанталăк кăмăлĕ пăсăласран та пăшăрханмалли çук. Шăрăхра та, çумăрта та хăтлă кунта. Йĕри-тавра пылак çимĕçпе йăтăнакан сентресем, йывăç-тĕм, калчи-хунавĕ. Кашни кĕтесре тенĕ пек кучченеç тутанма сĕнчĕç. Çырларан темĕн те хатĕрлеме вĕренсе çитнĕ. Фестивальте варени вĕретесси те йăлана кĕнĕ. Пылак çимĕçе пĕтĕмпех ятарлă çар операцийĕнчи салтаксем патне ăсатасси пирки каларĕç.
Çырла фестивалĕ - ку вăл уяв кăна мар çав. Кăçал республикăра «Фабрика процессов» проект ĕçлеме пуçланă. Унпа килĕшÿ-ллĕн пулас специалистсене вăрлăх лартнинчен пуçласа продукци туса иличченхи тапхăрччен мĕн-мĕн тумаллине вĕрентрĕç. Проекта ача сачĕсемпе шкулсене, аграри колледжĕпе университетсене, улма-çырла хуçалăхĕсемпе питомниксене явăçтарнă. Ырă ĕçĕн пĕрремĕш кăтартăвĕсене те фестивальтех курма май пулчĕ.
Çырла фестивалĕ çемье уявĕ те. Çавăнпа республикăра пурăнакансем çулленех 2 кун уяв лапамĕнче ирттерме палăртса хураççĕ. Ачасем вара пылак та усăллă çимĕçпе, вăйăсемпе, парнесемпе савăнаççĕ.
А. АЛЕКСАНДРОВА.
Статистика
Юлашкеи 5 çулта республика çак отрасле аталантарассипе пысăк утăм тунă. Çырла туса илесси вунă хут ÿснĕ - 86-ран 1022 тоннăна çитнĕ. Çырлана тирпейлессин калăпăшĕ сакăр хут пысăкланнă. Хуçалăхсене малалла аталанма грантсем, вĕрентÿ программисем тата шкул ачисене çак профессипе интереслентерни пулăшаççĕ.
Август 2026 |
