Халăх ывăлĕ Юрий Сементер поэт

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 19.06.2026, 10:40 Просмотров: 227

Чăваш поэзине юратакансем Юрий Сементерĕн ятне лайăх пĕлеççĕ. Чăваш халăх сăвăçин хайлавĕсене шкул программине те кĕртнĕ, ун сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсем радиопа телекурав эфирĕсенче янăраççĕ. «Уçланкăри палан» юрă тÿрех аса килет, «Амăшĕн чунĕ» сăвă та пĕрре вуланипех чĕрене кĕрсе вырнаçать...

Нумай пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Юрий Сементерĕн «Суйласа илнисем» кăларăмĕ пичетленсе тухрĕ. Ăна чăваш халăх поэчĕ 85 çул тултарнă, вăл илемлĕ литература анинче ĕçлеме пуçланăранпа 65 çул çитнĕ ятпа хатĕрленĕ. Унта халиччен тухнă сăвăсемпе поэмăсем те, ку таранччен пичетленмен çĕнĕ хайлавсем те кĕнĕ.

Çĕнĕ кĕнеке «Тавах сана, Муза» автор умсăмахĕнчен пуçланать. «Пурнăç пурсăмăра та куллен-кунах тĕрлĕ майлă тĕрĕслесе тăрать пулсан та, ырă кăмăллă Муза, эсĕ пире манмастăн, пăрахмастăн,алăри калеме ÿкерме памастăн. Эсĕ яланах пирĕнпе, эпир яланах санпа. Эппин, малашне те çак туйăм ытамĕнчен тухмăпăр»,- тет Юрий Семенович Музăна тав тунă май.

Кăларăм сакăр пайран тăрать. «Çĕршывăм, сăвăçусене пилле» сыпăка, тĕслĕхрен, вăл Константин Ивановпа Çеçпĕл Мишшине, Петĕр Хусанкая, Ваçлей Давыдов-Анатрие, Александр Алгана, Алексей Воробьева тата ытти паллă çыравçăсене халалланă сăвăсем кĕнĕ. «Салтак ярăмĕнчен» пайра салтак кунçулĕ тавра шухăшлани тĕп вырăнта. Кунти хайлавсене çар тивĕçне лайăх пурнăçлас тени те, тăван килшĕн тунсăхлани те, ытти халăх ывăлĕ-хĕрĕпе туслă пулма тăрăшнине те илсе кăтартнă. Салтак - «авăнман пăта» та, «туйăмлă йĕтре» те, «хевтеллĕ чун» та. Шÿте те ăнланать вăл.

Иккĕмĕш тĕнче вăрçинчи Аслă Çĕнтерĕвĕмĕре халалланă ярăмсем те пур кăларăмра. Автор хăй те вăрçă тантăшĕ шутланать: Юрий Сементер 1941 çулта çуралнă. Çавна май унăн халăхăмăр паттăрлăхĕ мĕнле туптанни çинчен каламалли сахал мар, «Мамай сăртламĕ» поэмăна ахальтен мар уйрăм сыпăк пек вырнаçтарнă. Ку ярăм Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă чăваш поэчĕсем çинчен (Марк Аттай, Андрей Петокки, Владимир Бараев, Илле Думилин, Хветĕр Çитта, Максим Ястран, Кĕçтук Кольцов тата ыттисем те) çырнă сăвăсенчен тăрать. Вĕсенчен чылайăшĕ хаяр çапăçусенче çамрăклах пуç хунă. Çĕршыв хăрушлăха кĕрсе ÿксен, ăна тăшман тапăнсан «кăвар пек вĕри чунлă поэтсем» чи малтан вута ыткăнмасăр тăрайман, çавăнпа вĕсен кунçулĕ çăлтăр пек йăлл çиçсе илнĕ те хăвăрт сÿннĕ. Хăйсем пирĕн хушăра çук пулин те ячĕсем, ĕçĕсем асăмăртах. Фашизма тĕп тăвассишĕн çапăçнă, паян та ăна хирĕç кар çĕкленнĕ халăхăн паттăрлăхĕ çинчен калакан сăвăсене «Пирĕн Аслă Çĕнтерÿ» сыпăка кĕртнĕ.

Каннă вăхăтра тата чуна пусарма Юрий Сементерĕн çĕнĕ кĕнекине алла тытсан, сăввисене вуласан аван.

О. АВСТРИЙСКАЯ.

Автор çинчен

Юрий Семенович Семенов (Сементер) 1941 çулхи январĕн 2-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Танăш ялĕнче çуралнă. Кĕçĕн Шетмĕри тулли мар вăтам шкулта, Çĕрпÿри культурăпа çутĕç училищинче, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Тĕрлĕ çулсенче Çĕрпÿре ВЛКСМ райкомĕнче, Çĕрпÿ район хаçатĕнче, Чăваш кĕнеке издательствинче ĕçленĕ, 1974-2005 çулсенче «Ялав» журналăн тĕп редакторĕ пулнă.

Унăн пĕрремĕш сăввисем 1956 çулта пичетленнĕ. 1973 çулта ăна СССР Писательсен союзне йышăннă. Вăл çĕре яхăн кĕнеке пичетлесе кăларнă.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники