Асăнмалăх-савăнмалăх - сертификатсем

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 06.11.2026, 12:30 Просмотров: 37

Чăваш Республикин Вĕренÿ институчĕ «Килсе курăр хăнана, хапăл тăвăр йыхрава!» видеороликсен конкурсне ирттернĕ.

Унăн тĕллевĕсенчен пĕри - ачасене тăван халăхăмăра тата Тăван çĕршыва юратма вĕрентесси. Кунсăр пуçне тата культурăпа эткерлĕх пуянлăхне асра тытасси. Çакна ачасен видеопултарулăх урлă кăтартса памалла пулнă.

Конкурса 7-8-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăннă. Пурĕ 62 ача. Вĕсем хамăр республикăри 18 муниципаллă округран тата 2 хуларан пулнă, кунсăр пуçне Тутарстанри 5 районтан - Аксу, Пăва, Нурлат, Çарăмсан, Альметево.

Видеоконкурса хутшăннă маттур ачасене Чăваш Республикин Вĕренÿ институчĕ хавхалантарма палăртнă. Вĕсене асăнмалăх-савăнмалăх сертификатсем панă.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники