Ыйтăва татса парасса шанатпăр

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 06.11.2026, 12:35 Просмотров: 41

Патшалăх Думин ĕçлев, социаллă политика тата ветерансен ĕçĕн комитечĕн председателĕн пĕрремĕш çумĕ Владимир Сайбель кредит илнипе пухăннă парăмĕсене пăрахăçлама тивĕçлĕ çар служащийĕсем саккунри уçăмсăрлăха пула шар курмалла мар тесе шутлать.

Законодательствăна хăшпĕр улшăнусем кĕртнĕ хыççăн контракт çырнă çар служащийĕсен парăмĕсем тĕлĕшпе судра ятарлă ĕç пуçарнă пулсан вĕсене 10 миллиона çитиччен списать тунă чухне тĕрлĕ ыйту сиксе тухма пултарать. Çавăнпа Раççейри банксен пĕрлешĕвĕ право тĕлĕшпе пулнă пăтăрмаха Тĕп банка тата Патшалăх Думине вăраха ямасăр пăхса тухма ыйтнă.

«Единая Россия» парти кредитпа çыхăннă ыйтăва Тĕп банкпа тата банк секторĕпе татса парасшăн. Тавлашуллă самантсене пĕрле пăхса тухмалла, мĕншĕн тесен вĕсене пула ятарлă çар операцине хутшăнакансем парăма пăрахăçлама килĕшмен лару-тăрăва лекме пултараççĕ. Пурнăçра хăшĕр нормăсене ăнланмасăртарах усă курсан саккунпа пăхнă гаранти хăйĕн пĕлтерĕшне çухатать. Çакнашкал кашни тĕслĕх уйрăм çынсемпе вĕсен çемйисене пырса тивет, çапăçуран таврăннă хыççăн вĕсемшĕн укçа-тенкĕ ыйтăвĕ çивĕч тухса тăма пултарать»,- тенĕ Владимир Сайбель.

Партин регионти уйрăмĕ тата обществăлла майпа йышăнакансем ятарлă çар операцийĕ- нче пулнисене малашне те тĕрлĕ ыйтупа йышăнĕç, вĕсен прависене хÿтĕлессишĕн тăрăшĕç, хушса хунă вăл.

«Кредит тĕлĕшпе пулнă парăма пăрахăçламан кашни тĕслĕхе уйрăм пăхса тухмалла, мĕнле сăлтавпа ыйтăва тивĕçтерменнине палăртмалла. «Единая Россия» тавлашуллă самантсене пĕтерессишĕн, сакунпа пăхнă гарантисене йĕркеллĕ ĕçлеттерессишĕн тăрăшĕ. Çар служащийĕсемпе вĕсен çывăх çыннисене пулăшни сăмах панипе, кĕтме хушнипе мар, конкретлă йышăнусенче палăрмалла», - çирĕплетнĕ Патшалăх Думин ĕçлев комитечĕн председателĕн пĕрремĕш çумĕ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники