Шанчăклă та тимлĕ пулăшуçăсем

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 06.11.2026, 12:32 Просмотров: 41

Çанталăк кунсерен сивĕтсе пырать. Часах тавралăх шурă юрпа витĕнĕ. Куславккари халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центрта ĕçлекенсем хăйсем пăхакан ватăсемпе инвалидсене пахчисенче çитĕнтернĕ пахчаçимĕçе йăрансенчен кăларса нÿхрепсемпе тĕпсакайсене кĕртме пулăшаççĕ.

Лидия Кириллова, тĕслĕхрен, Мушарти Петр Григорьевич Петикинăн пахчинчи купăстине касса вырнаçтарма пулăшрĕ. Ватă çын хастар хĕрарăма уншăн ăшшăн тав тăвать: «Эпир мăшăрăмпа иксĕмĕр Лидия Николаевнăна ырă сăмахпа çеç аса илетпĕр. Ватлăхра пире пахчари ĕçсене пурнăçлама кансĕр. Купăстана нÿхрепе антарса хума та пултараймастпăр. Кăçал вăл ăнса пулчĕ, йăтма та йывăр».

Социаллă ĕçчен Людмила Варламова хăй пăхакан Алексей Алексеевич Лутикова пулăшни пирки пĕлтерчĕ. Акă мĕн каларĕ вăл: «Ун патне пытăм та Алексей Алексеевич тулă миххисем патĕнче тăнине курах кайрăм. Хăй вĕсене мĕнле пушатасси пирки шухăша кайнăччĕ. Пулăшу сĕнтĕм. Иксĕмĕр тулли михĕсене часах пушатрăмăр. Çăмăлах пулмарĕ, паллах. Анчах та Алексей Алексеевич тинех ăшшăн кулса илнине асăрхарăм та, хам та савăнтăм ăна пулăшма пултарнăшăн».

Çакă икĕ тĕслĕх ватă çынсен пурнăçĕнче социаллă ĕçченсем мĕн тери пысăк вырăн йышăннине çирĕплетсе параççĕ. Аслă ăрăва кулленхи ĕçре, уйрăмах хĕле хатĕрленнĕ вăхăтра пулăшни, ватăсемшĕн тăрăшни вĕсене ыранхи куна шанма вăй-хăват параççĕ.

Е. ЧАПУРИНА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники