Иккĕмĕш том пичетленсе тухнă

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 06.11.2026, 12:36 Просмотров: 40

Шупашкарти Константин Иванов ячĕллĕ Чăваш драма театрĕнче АПК ветеранĕсен хастарĕсем республика Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа тĕл пулнă. Унта çавăн пекех Чăваш Енĕн агропромышленность комплексĕн энциклопедийĕн иккĕмĕш томĕпе паллашнă.

Ку вăл - пирĕн ялăн чăн-чăн летопиçĕ. Кĕнекен кашни страницинче республикăри паллă çынсем çинчен вуласа пĕлме пулать. Çĕнĕ томра биографипе тата пĕр-пĕр темăпа çыхăннă 4200 ытла статья, 1200 ытла сăнÿкерчĕк. Вĕсенче ялхуçалăх предприятийĕсен, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертÿçисем, специалистсем, отрасль ветеранĕ-сем, малта пыракан хуçалăхсемпе фермерсем, кунсерен ырми-канми ĕçлесе агропромышленность комплексне аталантаракан çынсем çинчен каласа панă.

Кăларăмра Чăваш Енри вун ача е тата ытларах çуратса воспитани панă Ача амăшĕ-героиньăсен историйĕ уйрăм вырăн йышăнать. Вĕсенчен ытларахăшĕ ялта ĕçлесе пурăннă, республика аталанăвĕнче çак çынсен тÿпи питех те пысăк. Энциклопедире çавăн пекех ятарлă çар операцине тухса кайиччен ялхуçалăхĕнче вăй хунă ентешсен биографийĕ те пур.

Тираж - 1500 экземпляр. Кĕнекене республикăри кашни библиотекăра илсе вулама пулать, электронлă майпа - Чăваш Ен Ялхуçалăх министерствин тата Наци библиотекин сайчĕсенче.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники