Уксус ĕçсе вилнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.11.2026, 12:30 Просмотров: 33

Чăваш Енри ултă çын уксус ĕçсе наркăмăшланнă. Ку вăл - октябрь уйăхĕнчи статистика. Ун пирки Васкавлă медицина пулăшăвĕн больницинчен пĕлтернĕ.

Кăçал октябрь уйăхĕнче наркăмăшланнисен уйрăмне ултă çын лекнĕ. Шел пулин те, вĕсен пурнăçĕ татăлнă. Çулталăк пуçланнăранпа тухтăрсенчен 41 çын пулăшу ыйтнă.

Инкек тÿснисем - тĕрлĕ çулти çынсем. Чылай чухне вĕсем уксуса астумасăр ĕçни паллă. Теприсем вара çапла майпа мухмăр чĕртме шутланă.

Уксус таврашне ача-пăча тата пуç чирĕпе аптăракансем çитмелле çĕрте тытмалла мар. Ăна урăх савăта ярса лартсан та çын астумасăр пырса ĕçесрен хăрамалла.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники