Июнĕн 22-мĕшĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнăранпа 85 çул çитрĕ. Шăпах çав кун, 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче, фашистла Германи Совет Союзĕ çине тапăнса кĕнĕ. 1418 куна тăсăлнă вăрçăра çĕршывăмăр 27 миллион çыннине çухатнă...
Раççейре, çав шутра Чăваш Республикинчи, Куславкка округĕнчи хулапа ялсенче те Астăвăмпа хурлану кунне халалласа акцисем иртрĕç. «Астăвăм çурти» акцин тĕп тĕллевĕ - историе упраса хăварасси, пулас ăрусене Çĕнтерĕве мĕнле хакпа туптани çинчен каласа ăнлантарасси.
Июнĕн 21-мĕшĕнче Куснарти Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман ентешсене асра тытса лартнă палăк умне те халăх йышлă пухăнчĕ. Куснарта пурăнакансем çапăçу хирĕсенче пуç хунисене, вилнĕ тыл ĕçченĕсене, тыткăнра пулнисене аса илсе çуртасем çутрĕç. Пĕр минут шăп тăрса асăнчĕç, палăк умне чечексем хучĕç.
Июнĕн 22-мĕшĕ пире Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланни çинчен аса илтерет, вăл Раççей историйĕнчи чи хурлăхлă страницăсенчен пĕри пулса тăрать.
М. ХАРИТОНОВА.