
Июлĕн 8-мĕшĕнче эпир чи çутă та ăш-пиллĕ уявсенчен пĕрне - Çемье, юратупа шанчăклăх кунне - паллă турăмăр. Ырă тĕслĕх кăтартакан мăшăрсем кашни ял-хулара нумай. Эпĕ хамăр округри туслă та ĕçчен, ырă кăмăллă çемьесенчен пĕрин çинчен каласа парасшăн.
Верăпа Герман Соколовсем Канашри педагогика училищине вĕренме кĕрсен тĕл пулнă. Ачасене тата шкула юратни, нумай пĕлме тăрăшни пĕрлештернĕ икĕ çамрăка. Вĕсен хушшинчи туслăх часах юратăва куçнă, 1986 çулхи июлĕн 5-мĕшĕнче хĕрпе каччă пĕр çемье çавăрнă.
Алла диплом илсен çамрăксем Энтри Пасар шкулĕнче ĕçлеме тытăннă. Унтанпа вĕсен пурнăçĕ çак ялпа тата учителĕн пархатарлă профессийĕпе тачă çыхăннă. Соколовсем нумай çул хушши ачасене вĕрентнисĕр пуçне чун-чĕри ăшшине параççĕ, вĕсемшĕн тăрăшаççĕ, çакăншăн вĕсене пĕрле ĕçлекенсем те, шкулта вĕренекенсем те, ялта пурăнакансем те хисеплеççĕ.
1987 çулта çемьере пĕрремĕш ача çуралнă, ăна Светлана ят панă. Хĕрача юратупа тимлĕх хуçаланакан çемьере кун çути курнă, çавăнпа ашшĕпе амăшĕн чи паха енĕсене илме пултарнă. Шкул пĕтернĕ хыççăн Светлана Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕнĕ. Паян вăл мăшăрĕпе, Иванпа, килĕштерсе пурăнать, вĕсен Кирилл ятлă ывăл çитĕнет. Кукамăшĕпе кукашшĕ унпа тивĕçлипе мухтанаççĕ.
1992 çулта çемьере каллех йыш хушăннă - Наташа çуралнă. Вăл учительсен профессине малалла тăсма шутланă, Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчен вĕренсе тухнă та шкулта ĕçлеме тытăннă. Мăшăрĕпе, Артемпа, икĕ ача - Аннăпа Арсение пăхса ÿстереççĕ. Соколовсен икĕ хĕрĕ те çемйисемпе пĕрле Шупашкарта ĕçлесе пурăнаççĕ, çапах та хăйсем çуралнă кĕтесе – Энтри Пасарне, тăван килне яланах ăшшăн аса илеççĕ, час-часах килсе çÿреççĕ.
Верăпа Герман Энтри Пасарĕнче тĕпленнĕ, паянхи кунчченех вырăнти шкулта ачасене вĕрентеççĕ. Вĕсен педагогикăри ĕç стажĕ самаях пысăк - хĕрĕх çул ытла, çак тапхăрта çĕршер çамрăка пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Телейлĕ мăшăр хĕрĕх çул алла-аллăн тытăнса пурнăç çулĕпе утать. Вĕсем умри йывăрлăхсене пĕрле чăтса ирттерме хăнăхнă, хуйхăпа савăнăçа та пĕрле пайлаççĕ, хăйсене хуть те хăçан та пулăшма хатĕр хĕрсем пăхса ÿстернĕ, тивĕçлĕ воспитани панă, халĕ юратнă мăнукĕсен тимлĕхĕпе юратăвне туйса пурăнаççĕ.
Соколовсен çемйи - шанчăклăхпа ĕçченлĕх тĕслĕхĕ. Ăнсăртран мар ĕнтĕ 2019 çулта вĕсене «Юратупа шанчăклăхшăн» медальпе наградăланă.
Çак çемье нумай çул хушши пĕрле пурăннин вăрттăнлăхĕ - пĕр-пĕрне юратнинче, пĕр-пĕрне хисепленинче, пĕр-пĕрне çур сăмахранах тенĕ пек ăнланнинче.Паян та, туй тунăранпа хĕрĕх çул иртнĕ пулин те, вĕсем малашлăха ыррине шанса пăхаççĕ.
Энтри Пасарĕнчи Соколовсен туслă çемйинче юрату çулсем иртнĕçемĕн çирĕпленсе çеç пырать.
О. МИХАЙЛОВА.