Сочире те банан ÿсет

Категория: В РОССИИ Опубликовано: 06.11.2026, 12:29 Просмотров: 18

Сочи хулинчи çĕнĕлĕхсемпе коммуникацисен агентстви пĕлтернĕ тăрăх, Краснодарти «100 гектар» хресчен (фермер) хуçалăхĕн теплица комплексĕнче банан ÿстермелли сăнавлă проектăн пĕрремĕш тапхăрĕ вĕçленнĕ.

Пĕлтĕр август уйăхĕнче лартнă хунавсем кăçал 150 килограмм çимĕçпе савăнтарнă. Ăна Раççейре туса илме Турцирен, Вьетнамран, Таиландран, Китайран тата Камерунран илсе килнĕ вăрăпа усă курнă. Теплицăсенче 24 тĕрлĕ банан ÿстереççĕ, çав шутра промышленноçра анлă усă куракан сортсем те, сайра тĕл пулаканнисем те - шурă, хĕрлĕ, кăвак, хура тĕслисем. Комплекс 600 тăваткал метр йышăнать. Проекта пурнăçа кĕртнĕ май микроклимата тытса пымалли системăпа усă кураççĕ.

Сочире ÿстерекен банансем ăна турттарнă чухне мар, турат çинчех пиçсе çитнипе уйрăлса тăраççĕ. Пĕр ÿсентăран 50 килограмм е ытларах та тухăç парать. Лабораторири тĕпчевсем Сочири çимĕçре магний ют çĕршывсенчен кÿрсе килекеннисенчен икĕ хута яхăн нумаййине кăтартса панă.

Банансемсĕр пуçне хуçалăхра папайя, маракуйя, авокадо, какао, манго тата тропиксенче тĕл пулакан ытти культурăсем ÿстереççĕ.

 

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники