Сывлăх – чи хакли

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 11.07.2025, 14:55 Просмотров: 39

Хальхи вăхăтри технологисем пурнăçа çăмăллатнине эпир хăнăхрăмăр ĕнтĕ. Тухтăрсем те пурнăçпа тан пыраççĕ. Телемедицина пулăшнипе вĕсем пысăкрах шайри клиникăсенче ĕçлекен пултаруллăхрах специалистсемпе канашлаççĕ.

Кун пек çыхăну кардиологинче уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, чĕрепе чирлĕ çын пурнăçне çăлса хăварассинче кашни минут хаклă тесе пĕлтерет Сывлăх сыхлав министерстви.

Республикăн кардиологи диспансерĕн специалисчĕсем кăçалхи ултă уйăхра регионти медицина организацийĕсене сĕнÿ-канашпа 2455 хутчен пулăшнă. Ку вăл пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 26 процент нумайрах. Чылай чухне вырăнти тухтăрсем васкавлă пулăшу кирлĕ самантсенче канашлаççĕ. Мĕнпур консультацирен шăпах çурри – ун пекки.

«Телемедицина – çĕнĕ пулăм çеç мар, вăл çын пурнăçне чăннипех те çăлса хăварма пултаракан инструмент», – палăртать республикăри кардиодиспансерăн тĕп врачĕн çумĕ А.Дубова.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Праздники