Олег Николаев: «Ял - ÿсĕм вырăнĕ. Чăваш Ен агропромышленоçа аталантарма палăртать»

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 18.07.2025, 14:10 Просмотров: 85

Раççейри регионсем хушшинче агропромышленность тытăмне аталантарса вăй илтерессипе пирĕн республика чи малта пыракансенчен пĕри пулса тăрать, ку кăтартăва кунран кун çирĕплетсе пыни те çакăн пиркиех калать.

Палăртас пулать, регионта пурăнакансенчен 35 проценчĕ ял тăрăхĕнче тĕпленнĕ. Ялхуçалăх пайне уйăрнă çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе те, ыттисемпе танлаштарсан, 7-мĕш вырăнта тăрать. Апла пулсан, ку енĕпе те кăтарту аван пулни пурсăмăра та малашне кал-кал ĕçлеме хавхалантарать. Статистика кăтартăвĕ кăна мар, регионта республика Ертÿçи тĕллевлĕ ĕçлени те палăртнă задачăсене туллин пурнăçа кĕртнине çирĕплетет. Ял тăрăхĕнче çынсене пурăнма, вăй хума кирлĕ условисем пур. Кăмăл пулсан, çемье çавăрса ача-пăча çитĕнтерме, хушма хуçалăхра паха тавар туса илсе тирпейлесе пурăнма та меллĕ. Ялсенче инфратытăм лайăх аталанса пырать, Культура çурчĕсем, библиотекăсем, пĕр сăмахпа каласан, социаллă пĕлтершлĕ объектсем пĕтĕмпех паянхи пурнăç таппипе тÿр килсе тăраççĕ.

Июлĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Аслă экономика канашĕн анлă ларăвĕ иртнĕ. Ку хутĕнче регион Пуçлăхне Олег Николаева Агропромышленность комплексне 2030 çулччен аталантарса вăй илтермелли стратегипе паллаштарнă. Çак документ ялта пурăнакансем валли тата та хăтлăрах, лайăхрах условисем туса пама витĕм кÿрет. Унта халăх сĕнĕвне, паха специалистсен шухăшне, пысăк профессионалсен ĕçĕсене пĕтĕмпех тарăннăн тишкерсе тухса пĕтĕмлетнĕ. Чăваш Енре туса кăларакан тавара хамăр патра кăна мар, ытти регионсене те ăсатмалли майсем хатĕрлессине пăхса хăварнă. Пĕр сăмахпа каласан, пысăк технологисене тĕпе хурса, паянхи пурнăç таппипе тан ĕçлесе пыма палăртнă.

Ялхуçалăхне аталантарма патшалăх укçа-тенкĕ сахал мар уйăрать. Çĕр ĕçченĕсене çулсерен паракан пулăшу виçи те çакнах çирĕплетет. Юлашки 5 çул хушшинче республикăри аграрисем патшалăхран 35 миллиард тенкĕ пулăшу илнĕ. Федерацин Атăлçи тăрăхĕнчи ытти субъектсемпе танлаштарсан, ку кăтарту самаях пысăк пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Инвестицисем ÿсни Чăваш çĕршывне хăмла, çĕрулми, пахчаçимĕç, сĕт, аш-какай, тĕштырă туса илессипе Атăлçи тăрăхĕнчи ытти субъектсенчен лайăхрах ĕçлеме хавхалантарнă.

Регионти çĕр ĕçченĕсен кăтартăвĕсем çулран çул лайăхланса пынине федераци шайĕнче те палăртаççĕ: Чăваш Республикинче туса илекен продукципе тата проектсемпе Раççей Федерацийĕн премьер-министрне Михаил Мишустина, вице-премьера Дмитрий Патрушева пĕр хутчен çеç мар паллаштарнă. Пирĕн республика сĕнекен тавара çĕршывра иртекен тĕрлĕ форумсемпе куравсенче те ыттисене кăтартмашкăн тăратаççĕ.

Паянхи тĕп çул-йĕрсенчен пĕри – ялта ĕçлесе пурăнакансен пурнăç условийĕсене татах та лайăхлатса пырасси. Яллă территорисене аталантармалли тата пуçаруллă проектсене ĕçе кĕртмелли комплекслă программăпа килĕшÿллĕн пилĕк çул хушшинче 34 миллиард тенкĕ тăкакланă. Ялсенче инфратытăм çĕнелсе пыни те çакнах çирĕплетет. Муниципалитетсенче çул-йĕ- ре çĕнетессине пысăк тимлĕх уйăраççĕ, пысăк хăвăртлăхлă интернет çыхăнăвĕ пур, çĕнĕрен те çĕнĕ çуртсем хута каяççĕ. Палăртма кăмăллă, паян ял пурăнма, ĕçлеме, ачасене ÿстерме аван вырăн пулса тăрать.

Пуçаруллă проектсем вăй илсе пыраççĕ. Республикăри 1720 ял-хулара çынсен шухăш-кăмăлне тĕпе хурса 5200 ытла проекта пурнăçланă.

Чăваш Ен Пуçлăхне «АгроПродвижение» программăпа та паллаштарнă. Унта ултă тĕп çул-йĕрпе аталанассине пăхса хăварнă. Çав шутра: ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр лаптăкĕсене упраса хăварасси тата техникăпа пуянлатасси - «Уй-хир çинчен», выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçе çĕнетсе лайăхлатасси - «Фермăсем çинчен» тата ытти те. Çавăн пекех паха таварсем туса кăларассине, çĕнĕ технологисене тĕпе хурса ĕçлессине, агропромышленность аталанăвĕнче мĕнпур тапхăра цифра тытăмĕ çине куçарассине те шута илнĕ.

Çĕр пахалăхне лайăхлатса пырасси, ялсенче ĕçлеме кадрсем хатĕрлесси, импорта хамăр тăрăхра туса кăларакан продукципе тата техникăпа улăштарасси те тĕп условисенчен пĕрисем пулса тăраççĕ. Çак тĕллевпе 2030 çулччен 221 проекта пурнăçа кĕртме пăхса хăварнă. Регион шайĕнче пĕр харăсах пилĕк программа вăя кĕрĕ: кадрсем хатĕрлессипе, селекцине аталантарассипе, экспорт потенциалне ÿстерсе пырассипе, техникăпа тивĕçтерессине çĕнетессипе тата ветринари службине çирĕплетессипе.

Малашлăх валли çирĕп тĕллевсем кăларса тăратнă: агропромышленность комплексĕ-нче туса илекен продукци калăпăшĕ 2030 çулччен - 25 процент, экспорт шайĕ -1,5 хут, чăх-чĕп продукцийĕ икĕ хут ÿсмелле, хăмла туса илессинче импорт продукцийĕн шайĕ 46 процентран кая мар пулмалла, çавăнпа пĕрлех ялта пурăнакансен тупăшĕ те ÿсмелле, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем пулмалла.

Стратеги программинче палăртнă çирĕп тĕллевсенче аграри вĕрентĕвне аталантарассине тата çĕнĕ ăру специалисчĕсене хатĕрлессине те пăхса хăварнă. Çавна май малашне пур çĕрте те агроклассем йĕркелеççĕ, професси пĕлĕвĕ памалли программăсене çĕнетеççĕ, аслă шкулсемпе çыхăну тытассине лайăхлатаççĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çакăн пек задача кăларса лартнă: республикăри социаллă учрежденисенче - шкулсемпе ача сачĕсенче, больницăсенче - сĕнекен апат-çимĕçĕн 70 процентĕнчен кая мар хамăр тăрăхра туса илни тата тирпейлени пулмалла. Çакă республикăра ĕçлекенсене пулăшма май парать, унпа пĕрлех пахалăх та аван пуласса шантарать.

«Эпир ял региона йĕркеллĕ аталанса пыма пулăшасса, çынсене пурăнма, ĕçлеме, ача-пăчана ÿстерме хăтлă территори пулса тăрасса шанатпăр. Çакăнта - пирĕн малашнехи тĕллев, çакăнта - Чăваш Енĕн пуласлăхĕ», - тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пресс-служби.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Праздники