Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă çул, тĕрĕсрех каласан, 1941 çулхи август уйăхĕнче Чăваш Республикинчен 500 политбоец (вĕсене çапла каланă) Тăван çĕршыв чысĕпе никама пăхăнманлăхне хÿтĕлеме хăйсен ирĕкĕпе фронта тухса кайнă.
Çак 400 коммунистпа 100 комсомолец йышĕнче Куславкка районĕнчи Катĕркасси ялĕнче 1922 çулта хресчен çемйинче çуралнă Михаил Петрович Петров та пулнă. Вăл 1941 çулта Кунерти çитĕннĕ çынсен каçхи вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă. 1938 çултанпа ВЛКСМ членĕ шутланнă.
1941 çулхи октябрьпе ноябрь уйăхĕсенче 16-мĕш çарăн 28-мĕш танксен бригадин мотострелковăй батальонĕпе М. Петров Мускава хÿтĕлеме хутшăннă. Ноябрĕн 12-мĕшĕнче ăна амантнă, 1942 çул пуçланичченех вăл эвакогоспитальте сывалнă. 1942 çулхи февральтен пуçласа июль уйăхĕччен 303-мĕш дивизи составĕнче Воронеж çывăхĕнчи çапăçусене хутшăннă. Çав çулах июлĕн 25-мĕшĕнче тепĕр хут аманнă. 1943 çулăн пĕрремĕш çурринче пирĕн ентеш Омскри минометчиксемпе артиллеристсем хатĕрлекен 2-мĕш училище курсанчĕ пулса тăнă. Каярах вăл Украинăпа Крыма фашистсенчен ирĕке кăларма хутшăннă. 1944 çулхи сентябрь уйăхĕнчен тытăнса мĕн вăрçă пĕтичченех 1-мĕш Украина фрончĕн 38-мĕш гварди бригадин составĕнче çапăçнă. Фронтовикăн çапăçури çул-йĕрĕ Берлина илессишĕн тата Прагăна ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусене хутшăннипе вĕçленнĕ. Пирĕн ентеше Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе тата çапăçури паллă ĕçсемшĕн тĕрлĕ медальсемпе наградăланă.
Демобилизаци йĕркипе киле 1947 çулта таврăнсан, М. Петров Патшалăх банкĕн Куславккари уйрăмĕнче тĕп перекет кассин инспекторĕ, Куславкка район Канашĕн испекторĕ пулса ĕçленĕ. 1982 çулхи март уйăхĕнче вăл тивĕçлĕ канăва тухнă. Вăрçă ветеранĕ районта иртнĕ политикăпа массăллă, партипе хуçалăх пĕлтерĕшлĕ мероприятисене яланах хастар хутшăннă.
Асран тухми çулсем
«1941 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнче Оборонăн Патшалăх комитечĕн председателĕ И.В.Сталин радиопа халăха чĕнсе каларĕ. Унăн сăмахне эпир, Катĕркассинче пурăнакансем, тимлĕн итлерĕмĕр. Çав кунах «13 лет Октября» колхоз колхозникĕсем пуху пухрĕç, эпĕ те çак йышраччĕ. Пухура Иван Сергеевич Сергеевпа Иван Потапович Челков (колхоз председателĕ) коммунистсем сăмах каларĕç. Вĕсем пурин те пĕр çын пек пулса тăшмана хирĕç тăрса çапăçмалли çинчен пĕлтерчĕç. «Пĕтĕмпех – фронт валли, пĕтĕмпех – Çĕнтерÿ валли!» лозунга тĕпе хурса кулленхи ĕçе лайăхрах йĕркелеме кирлине палăртрĕç», – тенĕ хăйĕн асаилĕвĕнче Михаил Петрович. Унпа пирĕн вулакансем Чăваш кĕнеке издательствинче 1985 çулта пичетлесе кăларнă «По зову партии» кĕнекене вуласа паллашма пултараççĕ. Ăна пухса хатĕрлекенĕ – В. Кузьмин.
Малалла вулатпăр: «Вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех партин Центральнăй комитечĕ йышăннипе комммунистсемпе комсомолецсене фронта мобилизацилеме пуçларĕç. Партипе политика ĕçне вăйлатрĕç. Партипе ВЛКСМ райкомĕн членĕсем хăйсен ирĕкĕпе фронта кайма кăмăл тăвакансене шута илме тытăнчĕç.
И.В.Сталин чĕнсе каланине тата колхозра ĕçлекен коммунистсем пухура тухса каланине итленĕ май, эпĕ хамран хам ыйтрăм: «Тăван Çĕршыв хăрушлăха лекнĕ чухне эпĕ мĕнпе пулăшма пултаратăп?» Аттепе аннесĕр ÿснĕ комсомолец пулнă май, ку ыйтăва хамах тата питĕ хăвăрт татса патăм: хам ирĕкпе фронта тухса каятăп. Çакăн пек шухăшпа Куславккари ВЛКСМ райкомне çул тытрăм. Ун секретарĕ пулса хамăр ялти Анастасия Сергеева ĕçлетчĕ. Ыйтăва татса патăмăр.
1941 çулхи августăн 12-мĕшĕнче, ытти чухнехи пекех, эпĕ колхоз уйне сÿрелеме тухрăм. Кĕтмен çĕртен мана повестка пырса тыттарчĕç, унта фронта тухса каймалли çинчен каланăччĕ. Çав кун «13 лет Октября» колхоз та хăйĕн лашисене фронта ăсататчĕ. Эпĕ те Куславккана çул тытрăм. Куславккаран пире Канаша ятарлă пункта ăсатрĕç, унтан августăн 14-мĕшĕнче – Свердловска. Облаçри парти организацийĕ суйласа илнĕ политбоецсем эпир пурĕ 500 çынччĕ. Пехота училищинче пĕр уйăх çурă вĕрентнĕ хыççăн пире Мускава хÿтĕлеме ячĕç. Мускав çывăхне çĕрле çитрĕмĕр. Юнашарах тупăсен сассисем кĕрлесе тăратчĕç. Ку вăл 1941 çулхи октябрь пуçламăшĕнче пулчĕ.
Партин Центральнăй Комитечĕ Советсен тĕп хулине хуть те мĕнле пулсан та тăшмана памалла марри, ăна çапса аркатмалли çинчен хĕрÿллĕн чĕнсе каланине кашни салтак, кашни совет çынни лайăх ăнланатчĕ. ВКП (б) Центральнăй Комитечĕ чĕнсе каланине чĕре çумне йышăнса, пиншер коммунистпа комсомолец фронта политбоецсем пулса тухса кайрĕ, вĕсем Хĕрлĕ Çар салтакĕсене парти чĕнĕвне ырласа йышăннипе тата хăйсен ырă тĕслĕхĕпе хавхалантарма тăрăшатчĕç.
Хĕвеланăç фрончĕ
Мускавшăн пыракан хаяр çапăçусем 1941 çулхи кĕркунне пуçланчĕç. Эпир тăшман татăклă наступление хатĕрленни çинчен пĕлеттĕмĕр. Чăтма çук йывăрччĕ. Вăхăт-вăхăтран урăх вăй çитмессĕн туйăнатчĕ.
1941 çулхи октябрь-ноябрь уйăхĕсенче Мускавшăн пынă питĕ хаяр та юнлă çапăçусенче пирĕн салтаксем йывăрлăхра хăйсене мĕнле тытма пултарни лайăх палăрчĕ. Политбоец пулнă май, эпĕ Наро-Фоминск, Ново-Покровск тата Волоколамск енче 28-мĕш танксен боигадин мотострелковăй батальонĕн составĕнче Мускава хÿтĕлеме хутшăнтăм.
Пĕррехинче пире, пилĕк салтака, Нара юханшывĕ урлă хывнă кĕпере сирпĕ-тме ячĕç. Пирĕннисем ун тăрăх кĕçех нимĕçсен танкĕсем каçса кайма хатĕрленнине пĕлнĕ. Эпир хамăра хушнине вăхăтра пурнăçларăмăр.
Пирĕн танксен 28-мĕш бригади октябрĕн 26-мĕшĕнче Волоколамск еннелле куçса пычĕ. Вăл ноябрĕн 20-мĕшĕчченех ун çывăхĕнчи территорисене тăшман çарĕсенчен тасатрĕ. Тăван Çĕршывшăн пыракан хĕрÿ çапăçусенче парти тата тăван халăх «Пĕр утăм та каялла тумалла мар, пирĕн хыçра – Мускав» тенĕ приказа эпир чыслăн пурнăçларăмăр.
1941 çулхи ноябрĕн 12-мĕшĕнче мана амантрĕç, эвакогоспитале ăсатрĕç.
Кăнтăр-Хĕвеланăç фрончĕ
1942 çулхи февральтен пуçласа июль уйăхĕччен мана Воронеж çывăхĕ- нче пынă çапăçусене хутшăнма тиврĕ. Июнь вĕçĕнчен тытăнса июль пуçламăшĕччен тăшман Воронеж енче наступление куçнăччĕ. Пирĕн çарсене питĕ йывăр килчĕ. Нимĕçсен çарĕсем те, техники те самаях йышлăччĕ. Пирĕн çарсем тăшманпа çапăçса ку вăхăталла чылай салтакпа техникăна çухатнăччĕ. Çĕнĕ вăй кирлĕччĕ. Çитменнине тата хăшпĕр подразделенисем хупăрлава лекнĕччĕ.
Пирĕн 847-мĕш стрелковăй полка васкасах Воронеж çывăхне çитме хушрĕç. Çĕр каçа эпир 80 çухрăм иртме пултартăмăр та малти позицине йышăнтăмăр. Унта хаяр çапăçусем пулса иртнине туйса илтĕмĕр.Çавăнпа наступление куçма çеç мар, йышăннă позицисене хÿтĕлеме те салтаксемпе çар техники çитмесси тÿрех паллă пулчĕ. Пĕр сăмахпа, эпир унта вăхăтра пырса çитрĕмĕр. Кунашкал условисенче салтаксем хушшинче ăнлантару ĕçне вăйлатма кирлине уйрăмах лайăх туяттăмăр. Эпир вĕсемпе тата офицерсемпе тĕрлĕ темăсемпе калаçусем ирттереттĕмĕр. Анчах та пур чухне те юлашкинчен Тăван çĕршыва юратмалли, тăшмана тĕп тумалли, эпир çĕнтерессе çирĕп ĕненмелли, çавăнпа салтаксен паттăр та хăюллă пулмалли патне килсе тухаттăмăр. Çĕнĕрен те çĕнĕ, хăюллă салтаксемпе командирсем хушăннипе коммунистсемпе комсомолецсен речĕсем ÿссе пыратчĕç.
Хÿтĕлев чиккинче, тĕрĕссипе вĕсенчен пĕринче, эпĕ танксене пĕтерекен пулса тăтăм. Мана танксене пĕтермелли хĕçпăшал (ПТР) пачĕç, вăл 16 килограмм таятчĕ. Вăрманти пĕр уçланкă хĕрринче меллĕ вырăн тупрăм, ăна çурма ункă евĕр чакаласа кĕрсе лартăм, танксене пĕтермелли хĕçпăшала хам умма вырнаçтартăм та тÿрех ан курăнтăр тесе йывăç турачĕсемпе кăштах хупăрларăм. Сасартăк пирĕн зенитчиксем фашистсен самолечĕсене пеме пуçланине илтех кайрăм. Часах вĕсенчен пĕрне çулăм хыпса илчĕ, вăл хăй хыççăн хура тĕтĕм кăларса çĕр çинелле анма тытăнчĕ. Çакна кура летчик самолетри бомбăна пирĕн чаçсем тăракан çĕрелле пăрахма шутларĕ. Эпĕ хăвăртрах хамăн окоп тĕпне тăсăлса выртрăм. Питĕ хыттăн кĕрлесе кайрĕ. Тепĕр темиçе çеккунтран взрыв хумĕпе ман çине темтепĕр тăкăнчĕ. Тăтăм, шакканса илтĕм, бомба манран пĕр вунă метра ÿксе çурăлнине куртăм. Вăл шăпах пирĕн тăватă салтак вырнаçнă çĕрпÿрте лекнĕ иккен... Тата курах кайрăм: танксене пĕтермелли хамăн хĕçпăшала вырнаçтарнă çĕрте çав бомбăн пысăк ванчăкĕ вырта парать. Эпĕ вара ăнсăртран çеç чĕрĕ юлнине ăнланса илтĕм. Ун чухне пирĕн çарсем вырнаçнă вырăна фашистсем час-часах бомбăсем пăрахатчĕç. Вĕсем енчен пĕр 40-50 самолет таран вĕçсе килетчĕ, кашниех пысăк виçеллĕ 2-шер тата сахалтан та 20-шер штук таран пĕчĕк виçеллĕ бомбăсем пăрахатчĕ. Таврара кĕрлесе тăратчĕ, çĕр чĕтренетчĕ. Самолетсем вĕçсе кайсан тата артиллери ĕçленĕ хыççăн тăшмансем кунне темиçе хутчен атакăна çĕкленетчĕç.
1942 çулхи июлĕн 25-мĕшĕнче Воронеж çывăхĕнче взвод командирĕ мана тата ман юлташа тăшманăн малти линине çитсе тупă-пăшал персе тăракан вырăнсем ăçта вырнаçнине пĕлме хушрĕ. Пĕр çĕр метр чухлĕ çеç иртме ĕлкĕрнĕччĕ, фашистсем тĕрлĕ йышши тупăсенчен пеме пуçларĕç. Эпир малалла мĕн тăвасса вăрман хĕрринче сăнаса выртнă пулмалла вĕсем. Шрапнеллĕ снарядсемпе пенине туйса илтĕмĕр. Снаряд пирĕн çинелле вĕçсе пынине курса, эпĕ вăл ун умĕн ÿкнĕ хыççăн пулнă шăтăка анса пытантăм. Анчах та тăшман снарячĕ сывлăшра çурăлчĕ, унăн ванчăкĕсем пирĕн çине ÿкрĕç. Пĕри ман кутамккана лексе шăтарчĕ, кĕпе-йĕме йĕркерен кăларчĕ, унтан тăхлан татки пилĕке пырса тăрăнчĕ. Çапла майпа кутамкка ман пурнăçа çăлса хăварчĕ. Мана, аманнăскере, госпитале ăсатрĕç. Эпĕ унта 1942 çулхи сентябрĕн 24-мĕшĕччен сиплентĕм.
4-мĕш Украина фрончĕ
Эпĕ нимĕç-фашистсен çарĕсене хирĕç çапăçма пуçланнăранпа икĕ çул иртрĕ. Стрелоксен чаçĕсенче пулнă май, çак тапхăрта çуран çÿрекенсене мĕн тери йывăр килнине пĕтĕмпех туйса илме ĕлкĕртĕм. Пĕрре çеç мар вилĕмпе куçа куçăн тăма тиврĕ. Хамăртан темиçе хут вăйлăрах тăшмана хире-хирĕç тăма питĕ йывăрччĕ. Ун пек чухне пехотăна реактивлă минометсем пулăшатчĕç, каярах вĕсене килĕштернипе «катюша» тесе чĕнме тытăнчĕç. Çуран çарсемшĕн йывăр лару-тăру сиксе тухсан чылай чухне унта гварди миномечĕсене куçарма тăрăшатчĕç. Вĕсем «ĕçленĕ» чухне пехота хăйне шанчăклăрах туятчĕ.
Пехотăра пулнă чухне манăн нимĕçсене гварди миномечĕсенчен персе тĕп тăвас килетчĕ. Пĕррехинче шăпах çавнашкал майлă самант килсе тухрĕ. Артиллеристсемпе минометчиксен училищине пĕтернĕ хыççăн эпĕ çĕнĕрен йĕркеленĕ 30-мĕш гварди минометчиксен бригадине лекрĕм. 1943 çулхи июльтен пуçласа 1944 çулхи сентябрь уйăхĕ вĕçлениччен минометчиксен Перекопскри Кутузов орденлĕ II бригадăн составĕнче çапăçрăм. Пирĕн бригада Украина территорине – Запорожье, Николаевск, Крым облаçĕсене – ирĕке кăларса малалла пыратчĕ, Мелитополе, Симферополе, Севастополе тата ытти хуласене ирĕке кăларнăччĕ.
Пĕррехинче, ку вăл Крымра Перекопск çывăхĕнче пулнăччĕ, эпир тăшмана тупăсенчен пеме пуçларăмăр. Нимĕçсем пăрахса тарнă хыççăн вĕсем маларах йышăннă лаптăка сăнама пуçларăмăр. Тĕплĕ туса лартнă дотсемпе дзотсене пăхса çаврăннă май алла хĕçпăшал тытнă тăшмансем чĕрĕ пекех ларнине курах кайрăмăр. Тупăсенчен пенĕ май пырса çапнă хăватлă хумсене пула вĕсене вилмеллех контузиленĕ иккен...
Тăшмана Крымра эпир ăнăçлă çапса аркатрăмăр. 1944 çулхи майăн 9-мĕшĕнче пирĕн çарсем Севастополе ирĕке кăларчĕç, майăн 12-мĕшĕнче вара Крыма ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусем те вĕçленчĕç.
1-мĕш Украина фрончĕ
Крыма ирĕке кăларнă хыççăн пирĕн бригадăна Мускав çывăхне çĕнĕрен хĕçпăшалланма куçарчĕç.1944 çулхи çулла унта минометчиксен 38-мĕш бригадине çĕнĕрен йĕркеленĕччĕ. 1944 çулхи сентябрьтен пуçласа мĕн вăрçă пĕтичченех мана минометчиксен Богдан Хмельницкий орденлĕ çак гварди бригадăра çапăçма тивнĕччĕ.
Асăннă бригада 1945 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче хаяр çапăçăва пуçласа лекнĕччĕ. Каярах эпир Польшăна, çавăн пекех унăн иккĕмĕш тĕп хулине Кракова, Рыбинск, Катовицы, Бреслау хулисене ирĕке кăларма, фашистсен йăвине – Берлина штурмлама, Прагăна ирĕке кăларма хутшăнтăмăр.
Верховнăй Главнокомандующин, Совет Союзĕн маршалĕн И.В. Сталинăн приказĕпе пĕрлешĕвĕн пĕтĕм составне, çав шутра мана та, çапăçусенче паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн 9 хутчен тав тунăччĕ.
Пирĕн гварди чаçĕн салтакĕсемпе командирĕсем нумай çапăçусемпе кĕрешÿсене хутшăнчĕç, вилĕмрен хăрамасăр çапăçрĕç. Кашниех Тăван çĕршыва юратнине кăтартса пама тăрăшрĕ. Юратнă Çĕршыв хăрушлăха лекнĕ çулсенче эпир уншăн хуть те мĕн тума хатĕрччĕ, совет халăхĕн ирĕклĕхĕпе телейĕшĕн нумайăшĕ хăйĕн пурнăçне те хĕрхенмерĕ. Эпир тăшмана Çĕршывăн тĕп хулин хапхинчен пуçласа хăйĕн йăви патне çитиччен хăваласа ятăмăр, пирĕн урамра та уяв пуласса çирĕп ĕнентĕмĕр. Çапла пулчĕ те – совет халăхĕ хаяр тăшмана çĕнтерчĕ!»
Май 2025 |