Чăваш наци музейĕн «Прокопий» аталану фончĕ Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн министерствипе Президент гранчĕсен фончĕ пулăшнипе «Ку çырура эпĕ сывă юлатăп...» ятпа фронтран янă çырусен пуххине пичетлесе кăларнă. Унта пĕтĕмпе 219 çыру, вĕсене чăвашла тата вырăсла çырнă.
Паян эпир хамăр вулакансене Хусан кĕпĕрнине кĕнĕ Шупашкар уесĕн Варасăр ялĕнче 1915 çулта çуралса ÿснĕ Григорий Филимонович Воронцовăн хăш-пĕр çырăвĕсемпе паллаштаратпăр. Вăл 1939 çулта хăйĕн ирĕкĕпе шурă финнсемпе çапăçма фронта тухса кайни паллă.
1942 çулхи мартăн 19-мĕшĕнче янă çырăвĕнче пирĕн ентеш акă мĕн çырнă: «Ырă кун! Юратакан тăванăмăрсем, пичче, инке, Петя, сире пурне те питĕ пысăк салам. Пурнатăп халлĕхе аван. Кунти ман пурнăç сире паллă. Эсир маншăн ан пăшăрханăр. Маншăн кулянсан та ĕнтĕ нимĕн те тăвас çук. Хальччен нумай вăхăт хушши командировкăра пурăнтăм. Вăрçă хирнех çитеймен-ха. Пĕррехинче курах кайрăм, çыру выртать, ăна илсе хĕпĕртесе вуларăм, çырăвне Анна çырнă. Вуласа пĕтерсенех, вăхăт пур чухне, ун патне ответ çыртăм. Ĕç умĕн, канмалли хушăра канмасăрах ĕнтĕ, апат çинĕ хыççăн çĕрле сирĕн пата хурав çырас терĕм. Хам халлĕхе сывă пурăнни çинчен çырса ярас терĕм. Паян ку çырăва çырса пĕтерсенех ыйха каятăп. Каллех кунтан тухса кайма тивет. Хальхинче тÿрех фронта каятăп. Ку пурнăçа пурăнма пĕлмелле. Нимле майпа та малаллахине пĕлсе пымалла мар. Теме сиссе пурăнатăп, çапах малашлăха пĕлмелле туман. Кăшт маларах пĕлсе пурăннă пулсан, апрельпе май уйăхĕсенче ниçта каймасăр пурăннă пулăттăмччĕ. Халь вара çак икĕ уйăх питĕ пысăк вырăн йышăнать. Кунта икĕ уйăх пурăн тата çул çинче çур уйăх - пурĕ виçĕ уйăх пулать. Хальхи вăрçă вăл пĕр кун хушшинче темле улшăнусем те тÿссе илет, паян вăрçă, ыран - чипер, нимĕнле çапăçу та çук. Ак çаплалла хальхи положени. Инке, пичче, Петя, паллах ку вăрçă ыран пĕтесси çинчен каламасть. Питĕ ан кулянăр, чипер сывă пулсан сире пулăшма çитетĕп. Вилес вилĕм вăл, пичче, инке, таçта та пур. Кăмака çинче выртнă çĕрте те вилме пулать. Тен, чипер телей пулсан, вут ăшĕнчен те тухан çунмасăрах. Çапла вара, сире ман мĕн çырса палăртмаллине палăртрăм. 26 çул пурăнсах питĕ нумай курма тиврĕ-çке мана. Ман пек телейсĕр çын çуралас-тăк, тĕнчере пурăнмалла та мар. Эпĕ вара çавăн пек йывăр пурнăçра та пурăнма вĕреннĕ. Тÿсет ман чĕре. Чунĕ вăл пурин те хурланать, анчах та пурин пирки те шухăшласан, эпĕ тÿсеймĕп. Çавăнпа ытларах хама лăплантармалли япаласем шыраса тупатăп, савăнса юлас тесе ытларах кулатăп, ашкăнас тесе ытларах вылятăп, канса юлас тесе май пур чухне çывăратăп. Çавăнпа та эсир ман пирки питĕ йывăр, кулянса пурăнать тесе ан шухăшлăр. Кулянса начарланас мар тесе мĕн пуррине веçех çисе пыратăп, утмалла çĕрте ытларах ларса çÿретĕп. Павăл çырнисем патне çакна хушмалла: пĕрмай вырăсла калаçнипе чăвашла манса каясран хуласене тухса, чăвашсене шыраса тупса тăван чĕлхепе алла сулласах тăраниччен калаçатăп тата нумай хам тĕллĕн тĕлĕкре те калаçатăп вара. Ытти савăнăçсем питех çук халь кунта. Килнĕренпе кино курма та вăхăт пулман, театрсене кайман, постановкăсене юратманнипе çÿ- ремен те. Пĕркунне сире тата питĕ нумай çырса ярсаччĕ, эсир те илсе вулайман, те илсе вуласан та ответ ахаль çырман. Ку çырăва илсе вуласан обязательно ответ çырăр вара. Çак вăхăтра ялта мĕнле улшăнусем пулса пĕтнĕ/ Петяна та, тен, илсе кайнă-и тесе шутласа тăратăп. Енчен те ăна та илсе кайнă пулсан ответ çынна çыртарăр. Кам вулать - çав çырать. Çырнă чух килти пурнăç çинчен çырса ярăр. Ялти хыпарсем мĕнлерех? Камсем килте. Ман хыççăн кама тата илсе кайнă/ Кÿршĕсем мĕнле пурăнаççĕ. Мана илсе кайнишĕн хĕпĕртекенсем пур-и е халь çук. Пичче, инке, Петя, Маруç, Коля, чипер сывă пулсан киле те сывах çитетĕп.Çав-çавах питĕ васкаса çырăр. Юлашкинчен сире манран питĕ пысăк салам. Уйрăмах Коляна питĕ пысăк салам. Коля, аçу епле пурăнать? Хăвăртрах çыр çыру, атту кукку çырăвна хăвăрт çырмасан илсе вулаймасть. Халлĕхе питĕ аван пурнатăп тесен эсир ĕненмĕр, начар пурăнатăп тес килмест.
Çак адреспа çыру çырăр: Горький, Литер «Г», Воронцову Г.Ф. Пур кÿршĕсене те салам. Салампа пĕтеретĕп, тепĕр çырăвне вара, тен, фронтран çыратăп. Хăвăртрах çырăр».
Апрелĕн 16-мĕшĕ, 1942 çул: «Ытла та нумай çыриччен сире манран, Хĕрлĕ Çартан питĕ пысăк салам. Салам сире хăвăра çемйипех, тата пурне те. Салам калăр Коляпа Маруçа тата Аннасене. Пурнатăп халлĕхе, тăванăмăрсем, Горький хулинчех, анчах кунта пурăнса çитрĕ пуль, часах фронта тухса каятпăр. Фронта тухса кайиччен сире укçа илме аттестат ярса парас тесе шутласа илтĕм. Уйăхне 400 тенкĕ анчах пулсан та çиткелĕ, эсир ман сăмаха ан манăр, эпĕ чипер сывă юлсан, мирлĕ вăхăтри пурнăç çине куçсан, вăрçă чарăнсан, тен, мана киле те ямĕç. Вара укçа та кирлĕ пулĕ. Ун чух вара эсир мана пулăшăр. Халь эпĕ сире мĕн чухлĕ пулăшма пултаратăп, çавăн чухлĕ пулăшатăп. Мĕнлерех пурнатăр. Пĕлес килекен пулчĕ. Темшĕн килтен пĕр çыру та илсе вулаймарăм, Анна çырнине анчах вуласаччĕ. Эсир чипер сывă пулсан çыру çырăр ман пата. Çапах эпĕ пĕрмай пĕр çĕрте мар пулсан та сирĕн çырăва илсе вулама пултаратăп пулĕ тесе шутлатăп. Ку вăрçăран чипер сывă юлсан питĕ телейлĕ çын вара эпĕ. Мĕнле ирттертĕр иртнĕ кунсене. Пичче, инке, Петяпа Маруç та пулăштăр. Мĕнле унта Павăл, çыру çыркалать/ Ун çинчен пĕлтерĕр. Минкĕшри йысна çинчен мĕн хыпар пур/ Ялта мĕнле хыпарсем пур. Эсир çыру çырма шухăшламастăр пулĕ тесе шутлатăп. Питĕ нумай çырмалла мар пулĕ, çапах ответ илсе вулаймăп сирĕнтен.
Салам юлашкинчен сире, кÿршĕсене те салам калăр. Ман адрес: Действующая Армия, полевая почтовая станция №2939, подразделение «Д», Воронцову Гр. Эпĕ сире иртнинче фотографи ярса панăччĕ. Эсир ăна те илнĕ, те çук. Халĕ татах ярса паратăп. Вĕсем чиперех мар пулин те пăхкалама юраççĕ.Салампа пĕтеретĕп, Гриша».
1942 çулхи июлĕн 17-мĕшĕ: «Малтанах сире питĕ пысăк салам пурне те. Нумаях пулмасть сирĕн пата çыру çырнăччĕха, унтанпа çур уйăх иртрĕ ĕнтĕ. Çак çур уйăх хушшинче кунта питĕ вĕри çумăрлă кунсем пулса иртрĕç. Халь паян тин ăшă хĕвеллĕ кун, çумăрĕ те çук, çил-тăвăлĕ те чарăнчĕ. Кунта климат питĕ начар, çил-тăвăллă çумăрлă кун та, вĕри те, сивĕ те пулать - ниепле те çанталăк пĕр тăтăш тăмасть. Ытти-хытти пырать. Пурнăç аван, анчах çанталăк начарри çынна питĕ пăлхантарать. Çумăр çунă вăхăтра ниçта çывăрма çук. Çумăрĕ питех те мар пулсан та, çил-тăвăлĕ, аслатиллĕскер, ыйха вĕçтерет. Çапла вара кунсемпе çĕрсем иртеççĕ, пĕр ыйхăсăрах. Эпĕ темĕн тĕрлĕ йывăр ыйхăллă пулсан та, лăпкă пулсан та, çĕрсем-кунсем маншăн та куç хупмасăр иртеççĕ. Çакăн пек тĕслĕх илсе паратăп: çиллĕ-тăвăллă, пăрлă кунсем курăксене те çĕр çумне çыпăçтарса лартаççĕ, çавăн пекех тÿсме хăнăхман çынсем те пĕтеççĕ.
Халлĕхе, тăванăмăрсем, пурнатăп сывă, аван. Паян пичче ячĕпе 500 тенкĕ перевод турăм. Укçа çитни çинчен сире пĕлтерме ыйтнăччĕ: илнĕ-и е çук - пĕлместĕп. Ответ кĕтетĕп. Салампа Гриша. Паян сывă, ыран е сехетрен вара - темле».
Çыру çине «Çар Цензури (Шупашкар) пăхнă» тесе штамп лартнă.
1942 çулхи июлĕн 29-мĕшĕ: «Ку çырура сире пурне те çемйипех салам манран, çавăн пекех Маруçпа Коляна тата ытти кÿ-ршĕ-кумсене те салам. Тата сире лайăх, ырă, сывă пурнăçпа пурăнма, çитĕнÿсем тума сĕнетĕп. Ответ килтен пĕр çыру кăна илсе вуларăм, Анна çырнисене вара илсе вуласаччĕ. Хальхи вăхăтра мĕнле эсир унта пурăнкалатăр - ним те пĕлместĕп. Юлташсем тата ялти ытти çынсем мĕнле. Арминчен мĕнле хыпарсем çитеççĕ. Ялта халь кам председатель: председатель колхоза, председатель сельсовета, счетовод, завферма тата ытти штатри рабочисем. Павăл мĕнле. Çыру çырать-и. Минкĕшри йыснан хыпар нумайранпа çук тет пулас. Тен, чиперех тата сывах. Халлĕхе сывă пурнатăп эпĕ. Ку çырăва илсе вуласан сиртен ответ кĕтетĕп. Çырăр. Ман адрес: Действующая Армия, почтовый ящик 2442, батарея ПТО, Воронцову Г.Ф. Тата сирĕн пата укçа янăччĕ Пĕртак ?500 тенкĕ%, 4 хут та ятăм ĕнтĕ, ответне пĕлтермерĕр. Çитес кунсенче, тен, татах ярса паратăп, хам сывă пулсан. Çук пулсан вара çук.
Юлашкинчен сире татах пурне те салам. Салам ыттисене те. Ответ кĕтетĕп. Çырăр, Гриша».
1942 çулхи августăн 11-мĕшĕ: «Пичче, инке, Петя, сире ку çырупа пурне те салам. Çавăнпа пĕрлех сире пурне те, Коляпа амăшне те çаплипех, аван, ырă пурнăçпа пурăнма сĕнетĕп. Халлĕхе пурнатăп. Паянхи куна илсен аван, ыран вара каллех малти рете кайма тапранатпăр. Тепле пулать ĕнтĕ ку театрта. Иртнинче чиперех курса ирттернĕччĕ, хальхинче вара, чипер телей пулсан, çаплипех пулăшĕ-ха. Темле пулсан та, çавах ним те тăвас çук. Ун çинчен сире иртнĕ çырусенче çырса пĕлтернĕччĕ, вăрçă япали çинчен. Пурнăç çаплалла пулса пырать. Темшĕн ответ илеймерĕм-ха сирĕнтен, мĕнпурĕ те пĕрре анчах илсе вуласаччĕ. Çапла вара ман халь урăх нимех те çырмалли çук. Салам сире татах пурне те, кÿршĕсене те. Ман çаплипех юлать, ĕлĕкхиллех. Сиртен ответ çук япала ман та нимех те çырмалли çук. Аттестатпа укçа илтĕр-и? Иртнине илни çинчен те хыпар çук. Ун çинчен ним те çырмастăр та, тен, пурне те илеймен, шухăш пур. Ответ кĕтсе юлатăп ку çыруран. Гриша».
1942 çулхи сентябрĕн 11-мĕшĕ: «Ырă кун! Ку çыруран сире манран питĕ пысăк салам. Пурнатăп халлĕхе аякри тылра. Иртнĕ çырăва хам çыраймарăм. Ку çырăва вара хамах çырас терĕм. Ик аллăма та, çурăма та амантнă, çапах телей пур-ха. Фриц 20-30 метртан автоматпа печĕ, мина та юнашар ÿксе çурăлчĕ - çапах вĕлереймерĕç. 4 çĕртен амантрĕç, халлĕхе чиперех туятăп-ха. Августăн 18-мĕшĕнче амантрĕç. Пурнăç чиперех, тепĕр 45 кунран госпитальрен тухатăп...»
1942 çулхи декабрĕн 19-мĕшĕ: «Малтанах сире ку çырупа çемйипех салам манран. Пурнатăп госпитальрех, çывăх вăхăтра кунтан тухма тивет. Çак уйăхра, тен, тепĕр уйăхра, фронтран çыру кĕтĕр. Сывлăх енчен илсен, паллах, ватса тунă япала çĕннине çитеймен пек, чиперех. Чĕрĕлсе çитнĕ хыççăн аса илнĕ чух çакна калас пулать: сулахай аллин 3 пÿрни (пуç пÿрнирен шутласан) тата сылтăм пуç пÿрни пур енлĕ хускалмаççĕ, ытти енчен вара нимĕн те çук. Сăмахпа, тепĕр хут фронта кайма, нимĕçсемпе çапăçма юрăхлă. Эсир тата унта мĕнле пурнатăр. Тепĕр çыру илмесĕр çавах ан çырăр. Юлашкинчен Коляпа Маруçа, Аннасене тата кÿршĕсене салам калăр. Урăх халь нимех те çук сире пĕлтермелли. Тырă çинчен тата мĕн шутларĕç? Ах, пурне те тума пултараймастпăр-мĕн... Гриша».
1943 çулхи январĕн 28-мĕшĕ: «Малтанах сире пурне те çемйипех, Маруçпа Коляна тата кÿршĕсене салам. Пурнатăп ку таранччен кунтах, госпитальрех. Пурнăç вара чипер. Эсир вара темшĕн ответ çырмарăр. Килте çыраканни çук пулсан Коляна çыртарас пулать. Операци аван иртрĕ, суран та тÿ-рленсе çитет. Пĕр сăмахпа, унччен мĕнле пĕлтернĕ, çаплипех. Фронта каясси çинчен Мускавран çырса пĕлтерĕп. Юлашкинчен татах сире пурне те салам, ырă пурнăçпа пурăнма сĕнетĕп. Кĕçех сывалса тухатăп. Ответ кĕтетĕп. Гриша».
Никифор Кузьмич Кузьмин патне янă çыру: «Сире пурне те çемйипех пысăк салам манран. Паянхи кун Мускавра. Кунта ĕнтĕ 3-мĕш числаранпа, паянхине шутласан 3 кун пурнатăп. Госпитальрен 5 уйăх çурăран чĕрĕлсе тухрăм. Сывлăх çинчен, паллах, сире çырса палăртнăччĕ. Иртнĕ çырурах. Анчах халь, хам шутпа, тепĕр уйăх выртмаллаччĕ юлашки операци хыççăн. Тĕрĕссипе, вăхăт çук пулмалла. Ку çырура эпĕ сире нимех те çырса палăртас çук. Петяран çыру илсе вуларăм, Ярославль урлă килтĕм Мускава. Кĕрсе тухас терĕм те, анчах поездран юлса тепĕр поезд кĕтмелле пулĕ тесе шутларăм. Шыраса тупаттăм-ха ăна, кĕме май пулмарĕ. Сирĕнтен нумайранпа ĕнтĕ çыру илсе вуламан. Тепле пурнатăр. Колясем, Аннасем мĕнле пурнассине, ялти пурнăçсене пĕлместĕп. Халь ĕнтĕ сире паллă тăвас пулать, çывăх вăхăтра фронта тухса каятăп, паян мар-тăк, ыран е малаллахи кунсенче. Питĕ ан кулянăр, сывă пулсан тата телей пулсан - пĕтмĕп. Юлашкинчен татах сире Коляпа Марусьăна тата кÿршĕсене, Аннасене салам. Гриша».
Николай Павлович Ергачев ячĕпе янă çыру (хăçан яни паллă мар): «Коля, сире малтан манран, Хĕрлĕ Çартан, ку çыруран хĕрÿллĕ салам. Ку çырăва çырса, Коля, сире кунти пурнăçпа паллаштаратăп. Пурнатăп халлĕхе чиперех, савăнăçлă. Сан валли кунтан киле çитнĕ чух питĕ тĕлĕнмелли япаласем илсе килме шутлатăп. Пирĕн енчен нимĕçсен енне темĕн тĕрлĕ сас та каять, вĕсен сассисем вара начар - çавăнпа та эпĕ савăнăçлă. Кунран кун савăнăçлă кун çывхарать - хамăр çĕр çинчен нимĕçсене хăваласа яни. Часах, чипер сывă пулсан, аçу та, кукку та, йысну та киле çитетпĕр. Вара сана темĕн тĕрлĕ хыпарсем те каласа паратпăр: шăтăк пуçлă гитлер шайккисен ÿсĕр офицерĕсем çара уран мĕнле каялла чупни çинчен, салтакĕсем, чупайманнисем, пирĕн енне куçса юлса тарăхнипе макăрни çинчен...»
Фронтран янă çырусене пĕр улăштармасăр пичетленĕ, эпир те çаплах турăмăр.
И. ЯКОВЛЕВА хатĕрленĕ.
Редакцирен
Григорий Филимонович Воронцовăн малашнехи шăпине пĕлес тĕллевпе эпир вăл çуралнă Варасăр ялне çитсе килтĕмĕр. Анчах, шел пулин те, паян унта пурăнакан Воронцовсем ун çинчен пĕлмеççĕ иккен. Çапах та шанăçа çухатмастпăр, тăванĕсем тупăнса хыпар çитерессе кĕтетпĕр, мĕншĕн тесен никама та манмастпăр, никам та манăçмасть.
Май 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 27 | 28 | 29 | 30 | 1 | 2 | 3 |
| 4 | 5 | 6 | 7 | 8
|
9 | 10 |
| 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 |
| 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 |
| 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 |
