Анат Шуршу ялĕнчи библиотекăна – Совет Союзĕн Геройĕн Сергей Бутяковăн музейне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитес умĕн сумлă хăнасем килсе кайрĕç. Вулавăш çуртĕнче вырнаçнă музей историйĕпе вĕсене унăн хуçи Михаил Гуреньков кĕскен паллаштарчĕ. Сăмах май каласан, вăл унта 30 çул ытла тăрăшать.
Хăнана пушă алăпа çÿремеççĕ. Чăвашсен ырă йăлипе Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Виктор Горбунов, Юрий Зоринпа Роман Алексеев депутатсем ятарлă çар операцийĕ иртнĕ вырăнсенчен илсе килнĕ сайра тĕл пулакан экспонатсене парнелерĕç. Çав шутра: неонацистсен каски, пирĕн салтаксем тĕл лектерсе юрăхсăра кăларнă тĕрлĕ йышши хĕçпăшалĕ, Украинăра туса кăларнине палăртнă, хамăрăн çар служащийĕсем персе антарнă дронсем, пысăк калибрлă гильзăсем, 8 килограмм ытла таякан бронежилет, французсен гранатăсем пемелли хатĕрĕ, снарядсен ещĕкĕ тата ытти те. Депутатсем çак трофейсем музейри коллекцие пуянлатнипе пĕрлех çĕршыв хÿтĕлевçисен хăюлăхĕпе паттăрлăхĕ çинчен аса илтерсе тăрасса шаннине пĕлтерчĕç.
Çак мирлĕ пурнăçра сайра тĕл пулакан экспонатсене хаваспах йышăннă май, Совет Союзĕн Геройĕн Сергей Бутяковăн музейĕн тата ун ячĕпе хисепленекен паркăн управçи Михаил Гуреньков депутатсене, кулленхи ĕçре хăйсене пулăшакансене ял халăхĕ ячĕпе ăшшăн тав турĕ. Вăл курман-пĕлмен паттăра тĕпе хурса мар, хамăр çĕр çинче çуралса ÿснĕ, ачаран пĕлекен сукмаксемпе шкула çÿренĕ, спортпа туслă пулнă Геройăн ырă тĕслĕхĕпе çамрăк ăрăва воспитани панине палăртса хăварчĕ.
Историрен пĕлетпĕр ĕнтĕ, Сергей Николаевич Бутяков Çурçĕр Хĕвеланăç фронтĕнчи 13-мĕш армин 50-мĕш стрелковăй дивизийĕн 398-мĕш танксене хирĕç çапăçакан батальонĕнче танк командирĕ пулнă. Кĕçĕн лейтенант Совет Союзĕн Геройĕн ятне чăвашсенчен чи малтан илме тивĕçнĕ.
Вăхăт тем пекех сахал пулнине пăхмасăрах, «Единая Россия» парти членĕсем ял халăхĕпе тĕл пулчĕç, вĕсен хăшпĕр ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Чăваш Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Виктор Горбунов Сергей Бутяков музейĕпе, унти экспонатсемпе мăнаçланни çинчен пĕлтерчĕ. Çав хушăрах вăл вĕсенчен ытларахăшне пирĕн ентеш Юрий Зорин депутат илсе килнине пĕлсен, Юрий Александрович вăй çитнĕ таран хăйĕн округне пулăшни пире чăннипех те савăнтарать тесе çирĕплетрĕ.
Виктор Александрович каланă тăрăх, музей тĕрлĕ экспонатсемпе пуянланса пыма тивĕçлĕ.
– Ку енĕпе анат шуршусене Юрий Зорин депутат малашне те пулăшса пырасса шанатăп. Май пулсан эпĕ те пулăшма тăрăшăп сире, – терĕ Виктор Горбунов. – Хуть те мĕнле пулсан та, кунта çамрăксем, ял халăхĕ час-часах килсе çÿресси паллă, мĕншĕн тесен вĕсен хăйсен историне лайăх пĕлмелле.
«Ыран мĕн пуласси паян мĕн пулнинчен килет. Пирĕн ыранхи кашни кун шăпах ĕнтĕ пирĕн малашлăх пулса тăрать те вĕт. Истори упранса юлнă-тăк, ял та, округ та, республика та, патшалăх та пурăнать. Апла пулсан, çĕнĕрен те çĕнĕ ăрусем çуралса ÿсĕç, астăвăма тĕпе хурса вĕсем мăн аслашшĕсен, аслашшĕсен ĕçне малалла тăсĕç, хăйсен хăватлă историне туса хурĕç, унта ĕмĕрлĕхе ырă йĕр хăварĕç. Пурнăç йĕрки çапла», – çирĕплетрĕ Чăваш Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ В. Горбунов.
Роман Алексеев, Патшалăх Канашĕн агропромышленность комплексĕ тĕлĕшпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн заместителĕ, вырăссен паллă поэчĕн Роберт Рождественскин пĕр сăввинчи йĕркесене аса илчĕ. Унта вырăссене тухатланă пулĕ, çулăмпа çунтарсан та, çĕр хут вĕлерсен те вĕсем пурăнаççĕ тесе каланă. Роман Юрьевич пирĕн Раççей халăхĕн чун-чĕри хуть те мĕнле хуйăха та чăтса ирттерме пултарнине, хăйĕн çемйишĕн, хăй çуралса ÿснĕ çĕршывшăн, унăн никама пăхăнманлăхĕшĕн пурнăçне те шеллеменнине палăртрĕ. «Чăвашсенчен чи малтан Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ хăюллă танкист-офицер Сергей Бутяков пирки шăпах çапла калама пулать те», – терĕ.
Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин çак çул пирĕн республикăра Çĕнтерÿпе патриотизм, Раççейре Çĕршыв хÿтĕлевçисен çулталăкĕ ятпа иртнине аса илчĕ. «Çавăнпа пирĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче, Афганпа Чечня вăрçисенче, халĕ тата ятарлă çар операцийĕ пынă вăхăтра паттăррăн пуç хунă ентешсене ĕмĕрех асра тытмалла. Çамрăк ăрура пирĕн хамăрăн мăн асаттесемпе асаттесен, паян СВОна хутшăнакансен хăюлăхĕпе паттăрлăхĕшĕн мăнаçлăх туйăмĕ аталантармалла, малашлăх мĕнле пулассишĕн вĕсем те явапли çинчен каласа ăнлантармалла», – терĕ Юрий Александрович.
В. ВОРОБЬЕВА.
Ÿкерчĕксем çинче: Р. Алексеевпа Ю. Зорин; В. Горбунов.
Май 2025 |