Тыл ветеранĕ Валентина Павловна Горина Куславкка районĕнчи Шăнчас ялĕнче 1927 çулта çуралнă. Нумай пулмасть вăл 98 çул тултарчĕ. Çак кунсенче хиесплĕ ватă республикăри вăрçă ветеранĕсен клиника госпиталĕн терапи уйрăмĕнче сипленет.
«Эпĕ сывлăха упрама тăрăшатăп, çавăнпа госпитале кашни çулах килетĕп. Кунта мана питĕ ăшшăн кĕтсе илеççĕ. «Ой, Валентина Павловна, Эсир килнĕ-çке!» – тесе каланине илтсен, хăш чухне хама аван мар пек те туятăп», – кăмăллăн сăмах хушать Валентина Горина.
1941 çулта 7 класс пĕтернĕ хыççăн вăл Шупашкарти музыка училищине вĕренме кĕрес тенĕ. «Пирĕнпе пĕрле тăватă хĕрччĕ тата пĕр арçын ачаччĕ. Эпир пурте 14 çултаччĕ. Вăрçă пуçлансан пирĕн документсем училищĕрех çухалчĕç. Эпир вара вăрçă вăхăтĕнче çĕршыва мĕнле музыкантсем кирлĕ тесе шухăшласа илтĕмĕр. Тăван колхозра ĕçлеме тытăнтăмăр...»
Вăрçă çулĕсенче вунтăваттăри Валя çитĕннĕ çынсемпе пĕр тан колхозра вăй хунă. 1943 çулта Тĕрлемесре счетоводсен курсĕнчен вĕренсе тухсан ăна хамăрпа кÿршĕллĕ Вăрмар районĕнчи Атнаш ялне ĕçлеме янă. Çĕнтерĕве çывхартичченех унта тăрăшнă вăл, çитменнине тата вырăнти комсомол организацине те ертсе пынă.Çав çулсенче çамрăксем района лашапа тĕштырă турттарнă, 50 килограмлă михĕсене те йăтма тивнĕ. Вĕсене никам пулăшмасăрах вакунсене пушатнă. 1945 çулта тĕштырăсене вырса пĕтерсен тата уй-хирти ытти ĕçсене вĕçлесен хĕре хăй ыйтнипе ĕçрен кăларнă та килне янă.
Вăрçă хыççăн Валентина Горина музыка училищинче вĕренес ĕмĕте пăрахăçланă. Малтанхи пекех колхоз ĕçĕнче тăрăшнă. Каярах шăпи ăна Канаш районне илсе çитернĕ. Шăпах çавăнта вăл 50-мĕш çулсенче пулас мăшăрне тĕл пулнă. Лешĕ Аслă Отечественнăй вăрçăра çапăçнă, оруди командирĕ шутланнă, Кенигсберга ирĕке кăларма хутшăннă, каярах тата яппун вăрçинче те пулнă, нумай наградăсене тивĕçнĕ. Вĕсем пĕрле 43 çул пурăнса ирттернĕ, 6 ача пăхса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ватлăхра савăнма халĕ унăн 7 мăнук пур.
Валентина Павловна тивĕçлĕ канăва тухичченех ĕçленĕ. Счетоводран аслă ревизора çитнĕ, столовăйсемпе ресторансен тата кафесен трестĕнче бухгалтер пулнă. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 48 çулпа танлашать. Нумай çул хушши тăрăшса вăй хунăшăн ăна «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ят панă.
Ватлăх енне сулăннă пулин те, вăл паян та пур енĕпе хастар, сывлăхне час-часах тĕрĕслеттерсе тăрать, хăйне пăхасси çинчен те манмасть. Терапи уйрăмĕнче тăрăшакансем Валентина Павловна пуринпе те кăмăллă пулнине кура унран тĕлĕнеççĕ, ыттисене те сăпайлă та кăмăллă ватăран ырă тĕслĕх илме сĕнеççĕ.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин çак çула Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен çулталăкĕ тесе палăртнă, Чăваш Енре вара вăл Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 80 çитнĕ ятпа иртет. Çавăнпа республикăра ветерансене, тыл ĕçченĕсене, ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе вĕсен çемйисене пулăшмалли нумай тĕрлĕ проектсемпе программăсем пурнăçа кĕреççĕ. «Хамăр çĕршыва хÿтĕленĕ ветерансен, ăна паян кун та хÿтĕлекен çынсен сывлăхĕшĕн, ырлăхĕшĕн тăрăшасси - пирĕн тĕллев, - тесе палăртать Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев. - Эпир вĕсене пулăшма, вĕсене чăннипех те хисеплеме тивĕçлĕ».
Ю. ХРИСТОФОРОВА.
Июль 2025 |