Пучах тулли пулсан çĕрĕçченĕ савăнать

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 18.07.2025, 14:11 Просмотров: 79

DSC 3780

Иртнĕ эрнекун, июлĕн 12-мĕшĕнче, республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Çĕрпÿ муниципаллă округра пулнă май кăçалхи вырма кампанийĕ пуçланни çинчен пĕлтерчĕ. Вăл уй-хирте тĕштырă аван çитĕннине, кăçал тухăç иртнĕ çулхинчен ытларах пуласси пирки ĕмĕтленнине палăртрĕ.

Июлĕн 14-мĕшĕнче Куславкка муниципаллă округăн «Родина» ялхуçалăх кооперативĕн ĕçченĕсем те ытти çулсенчи пекех чи малтан вырмана тухрĕç. Вĕсем Куславккаран аслă çул çине тухса кайнă çĕрте, Муркар пăрăнчăкĕнче, 69 гектар ытла лаптăкра çитĕнтернĕ кĕрхи тулла хальхи йышши икĕ «Агрос» комбайнпа тÿрех вырма тытăнчĕç.

- Кĕрхи тулă уйĕ питĕ хитре курăнса ларать, вăл 69 гектар йышăнать. Кăçал «Бирюза» ятлă сорт лартса пăхас терĕмĕр. Шанни кăлăхах пулмасть пулĕ. Эпир ку сорта пĕлтĕр август уйăхĕнче акса хăвартăмăр. Пĕр гектартан сахалтан та 30 центнер ытла тухăç пухса илессе ĕмĕтленетпĕр,- ăшшăн сăмахлать Людмила Емельянова.

Хуçалăх ертÿçи çĕрĕçченĕ-семпе питĕ кăмăллă. «Кĕрхи тулă уйĕ чăннипех те кăмăла çĕклет. Ку лаптăка Константин Плотников тĕплĕ сухаларĕ, Николай Субакаевпа Александр Субакаев тулла шутлă вăхăтра тата йĕркеллĕ акса хăварчĕç. Андрей Белов вĕсене паха вăрлăхпа тивĕçтерсе тăчĕ. Çак кунсенче вĕсем пекех ăста комбайнерсем - Чăваш Республикин ялхуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Владимир Шикаревпа пуян опытлă Александр Лукинов хальхи йышши хăватлă комбайнсемпе хуçалăх ĕçченĕсем сахал мар тар тăкса çитĕнтернĕ тухăçа пухса илеççĕ. Стас Сергеевпа Анатолий Макаров водительсем вара çĕнĕ тырра бункер тулмассерен Пăрмасри йĕтем çине ăсатаççĕ», – терĕ Людмила Александровна.

Палăртма кăмăллă, «Родина» ялхуçалăх производство кооперативĕн автомашинисем те, комбайнĕсем те паянхи вăхăт ыйтнипе килĕшсе тăраççĕ, вĕсене 2020-2025 çулсенче туяннă. Йĕтем çине турттарса пыракан тырра Екатерина Иванова йышăнать, Юрий Чернов пăхса тăнипе сортировка витĕр тасатса кăларнă хыççăн ăна типĕтмелли хатĕре яма палăртаççĕ. Кунта çавăн пекех çуллахи каникул вăхăтĕнче Тĕрлемесри вăтам шкулта вĕренекенсем те ĕçлеççĕ.

Çĕнĕ тырă кăçал ăнса пулнă май Людмила Александровна ăна ăçта упрама хурасси пирки халех пуçне ватать. Çав хушăрах Пăрмасран пĕр 7 çухрăмра вырнаçнă Тĕрлемесри тырă йышăнакан предприяти ĕçлеменни округри чылай хуçалăх ертÿçине тарăхтарать тесен те йăнăш мар. Çĕнĕ тухăçа Шупашкара е Канаша турттариччен Тĕрлемесе ăсатма лайăхрахччĕ вĕт ĕнтĕ. Нивушлĕ çакăн пирки никам та шухăшламасть? Округри хуçалăх ертÿçисене çĕрулми туса илекенсемпе тĕштырă ÿстерекенсене техника туяннăшăн патшалăх субсиди тĕрлĕрен тÿлени те пăшăрхантарать.

«Родина» СХПК уйĕсене пăхса çÿренĕ май Куславкка округĕн ялхуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Марта Кваскова пăрмассен çурхи культурăсен лаптăкĕсем те начар мар пулнине çирĕплетрĕ. Вăлах çанталăк йĕркеллĕ тăрсан тĕштырăсене вĕсем шутлă кунсенче тата пахалăхлă вырса пухасса палăртрĕ, мĕншĕн тесен «Родина» СХПК миçе çул ĕнтĕ çуракине тата вырмана округра чи малтан тытăнать те мĕнпур ĕçе чи малтан вĕçлет. Сăмах май каласан, кунти çĕрĕçченĕсем çурхи тата кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсене 1900 гектар лаптăк çинче туса илеççĕ, тĕштырăсен тухăçĕ- пе малти вырăнсене йышăнаççĕ.

Марта Юрьевна çавăн пекех Куславкка муниципаллă округ территорийĕнче кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 10962,5 гектар е иртнĕ çулхинчен кăшт ытларах пулнине асăнчĕ. Çав шутра çуртрисене планпа пăхнинчен 566 гектар ытларах акса хăварнă, кĕрхи культурăсем 2024 çулхинчен 9 процент сахалрах акнă пулнă.

Çĕрулми кăçал округра 457 гектар йышăнать. Ку вăл планпа палăртнинчен 8 процент ытларах, пĕлтĕр «иккĕмĕш çăкăр» 416 гектар çинче туса илнĕ.

Пахчаçимĕçе илес пулсан, кăçал пирĕн округри çĕр ĕçченĕ-сем купăста та, хăяр та, кишĕр те иртнĕ çулхинчен кăшт ытларах акса (лартса) хăварнă.

В. ВОРОБЬЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Праздники