Тротуар сараççĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 02.10.2026, 11:36 Просмотров: 51

Куславккара Лобачевский урамĕ çĕнелсе пырать. Хулара пурăнакансем тата унăн хăнисем йышлă çÿрекен вырăнта тротуар сараççĕ. Пĕлтĕр Пĕтĕм Раççейри онлайн-сасăлавра шăпах ĕнтĕ çак проект тирпей-илем кĕртмелли объектсем хушшинче çĕнтернĕ.

Урама çĕнетсе лайăхлатма федераллă бюджетран 5 миллион та 415 пин, республика бюджетĕнчен - 38,3 пин, вырăнти бюджетран 16,4 пин тенкĕ куçарса панă. Кунта ĕçсем мĕнле пынипе нумай пулмасть муниципалитет пуçлăхĕ Алексей Людков, Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçи - республикăри çурт-йĕрĕн тĕп инспекторĕ Виктор Кочетков паллашнă.

А. Самсонов уйрăм предприниматель ертсе пыракан подряд организацийĕ «Звениговский» магазинран пуçласа «На бугре» лавкка таран брусчатка сарса тухнă. Çуран çÿрекенсемшĕн меллĕ пултăр тесе паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен 8 сакă вырнаçтарнă, çывăх вăхăтра урнăсем те лартса тухĕç. Строительсем халĕ «Проноутран» пуçласа «Поволжье» суту-илÿ çурчĕ патне çитиччен брусчатка хураççĕ.

Çак ĕçсене федерацин «Хăтлăхлă хула хутлăхĕ йĕркелесси» программипе килĕшÿллĕн пурнăçлаççĕ, вăл «Пурăнмалли инфратытăм» наци проектне кĕрет.

О. МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники