Куславкка муниципаллă округĕнче кашни эрнере иртекен канашлура граждансене ĕçе вырнаçтарас тата «Кадры» наци проектне пурнăçа кĕртес ыйтăва пăхса тухнă. Информаципе Халăха ĕçе вырнаçтаракан центрăн «Козловский» пай начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Елена Матушкина паллаштарнă.
«Раççейри ĕç» кадрсен центрĕ çынсене ĕçлев рынокĕ-нче хăйсен вырăнне тупма пулăшать. Елена Евгеньевна ĕçе вырнаçмашкăн пулăшма ыйтса, çавна май патшалăх сĕнĕвĕпе усă курас ыйтупа çулталăк пуçланнăранпа округра пурăнакан 340 çын пынине палăртнă. Кăçал 8 уйăхра 54 çын чăнах та ĕçсĕр тăрса юлнине çирĕплетнĕ, ку вăл иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 19 çын сахалрах.
Хальхи вăхăтра пур çĕрте те рабочисем нумай кирлĕ. Кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 231 ĕç вырăнĕ пушă. Официаллă майпа ĕçсĕр юлнă тесе регистрациленĕ граждансен йышĕ 21 çын шутланать е ĕç шыракан кашни çынна 11 сĕнÿ тивет.
Вакансисем çинчен тĕплĕнрех «Раççейри ĕç» официаллă порталта вуласа пĕлме пулать.
Октябрь 2026 |
