Урока депутат пычĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 02.10.2026, 11:38 Просмотров: 55

Кунерти вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекенсемшĕн обществознани урокĕ нумай пулмасть ытти чухнехинчен пачах урăхла иртрĕ. Унта хăнăхнă параграфсем вырăнне пирĕн çĕршывра саккунсене чăннипе мĕнле йышăнни çинчен сăмах пычĕ.

Шкул ачисем патне Куславкка муниципаллă округĕнчи Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Людмила Шулаева килчĕ. Вăл халăх суйланă çынсен пуçарăвĕ-семпе сĕнĕвĕсене ларусенче мĕнле йышăнни, вĕсем патне ытларах мĕнле ыйтусемпе пыни, мĕншĕн хальхи вăхăтра пур енĕпе те хастар пулмалли çинчен каласа кăтартрĕ. Депутатшăн халăх ыйтăвĕ тĕп вырăнта пулнине асăнчĕ.

Вĕренекенсем Людмила Шулаевăран хамăр округ мĕнле аталанса пыни çинчен ыйтса пĕлчĕç, çавăн пекех халăх интересĕсене хÿтĕлекен çыннăн паха енĕсем ыттисенчен мĕнпе уйрăлса тăнине сÿтсе яврĕç. Тĕлпулу депутатшăн та, шкулта вĕренекенсемшĕн те усăллă иртрĕ. Вăл çавăн пекех ачасене гражданла яваплăхăн пĕлтерĕшне лайăхрах ăнланма пулăшрĕ.

Л. ИВАНОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники