Ватта сума сусан ырлăх курăн эс ялан

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 02.10.2026, 11:41 Просмотров: 58

Октябрĕн 1-мĕшĕнче тĕнчере Ватă çынсен кунне паллă турĕç. Ку уяв ылтăн кĕркуннепе, çутçанталăк пире хăйĕн илемлĕ тĕсĕсемпе, уй-хирсем тутлă пахчаçимĕçпе савăнтарнă вăхăтра килет.

Хăйсем пăхса тăракан ватăсене чир-чĕртен сыватаймассине социаллă ĕçченсем аван пĕлеççĕ, çапах та час-часах пырса пулăшсан вĕсен пурнăç шайĕ кăштах улшăнасса шанаççĕ. Ватлăхра пĕччен тăрса юлнă çынсемпе килĕнчен тухса çÿреймен сусăрсемпе тĕл пулса калаçни те, вырăнти хыпарсене пĕлтерни те тем пекех паха вĕт.

Куславккари халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центрта ĕçлекенсем хăйсем пăхакан çынсене Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунĕ ячĕпе саламласси çинчен нихăçан та манмаççĕ. Пĕрисем вĕсем патне пырса кил-çуртне тирпейлеççĕ, теприсем кăларса пухнă пахчаçимĕçе нÿхрепе антарса параççĕ, виççĕмĕшĕсем вара пысăках мар парнепе савăнтараççĕ.

«Хама пăхакан социаллă ĕçчене Эльвина Робертовна Малининăна эпĕ ăшшăн тав тăватăп. Вăл мана яланах пулăшма хатĕр, ун пек çынсем пурри пире, паллах ĕнтĕ, савăнтарать», - тет иккĕмĕш ушкăнри инвалид Геннадий Григорьевич Морсков.

«Надежда Николаевна Осташкова пулман пулсан, эпĕ малашне мĕнле пурăнассине пĕлместĕ- мччĕ те. Вăл ман пата килет те вĕри апат пĕçерсе парать, пÿртре те таса, пурте хăй вырăнĕнче, - хăйĕн шухăшне пĕлтерет иккĕмĕш ушкăнри инвалид Василий Николаевич Рожков.

«Эпир те социаллă ĕçчене Артемий Павлова тав тăвасшăн. Вăл кашни çулах пире уявсемпе саламлать», - теççĕ социаллă пулăшупа усă куракансем.

Шăпах ĕнтĕ çакăн пек пуçарусене пула эпир ватлăх енне сулăннă çынсен кунçулне кăштах çăмăлрах тата хаваслăрах тума пултаратпăр.

Ватта сума сусан ырлăх курăн эс ялан. Чăнах та çапла вĕт. Асатте-асаннесем, кукаçи-кукамайсем пулсан çемьере ăшăрах, тĕнче хитререх. Вĕсем ырă канашсем пани пире питех те кирлĕ. Ваттисене хисеплесен пурнăç ăнса пырать тени чăнах та тĕрĕс .

Е. ЧАПУРИНА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники