Ентешĕсен чун-чĕринче

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 02.10.2026, 11:41 Просмотров: 56

Сергей Николаевич Бутяков 1916 çулхи сентябрĕн 28 - мĕшĕнче Шуршура кун çути курнă. Çак эрнере пирĕн округра вăл çуралнăранпа 110 çул çитнĕ ятпа тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç. Тĕрлемесри вăтам шкулти «Патриот» отряд çамрăксен «Герой ячĕ - кашнин чĕринче» акцине хутшăнчĕ.

Çитĕннĕ çынсемпе çамрăксем хăйсен тава тивĕçлĕ ентешне чыслама Шуршуна пухăнчĕç. Паттăр танкиста асăнса вĕсем палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Унтан пурте Сергей Бутяковăн музейне – ялти библиотекăна çул тытрĕç. Шăпах ĕнтĕ унта Сергей Николаевичăн пурнăçĕпе, советсемпе финнсен вăрçинчи паттăрлăхĕ çинчен каласа паракан пуян экспонатсем упранаççĕ.

Сергей Бутякова ентешĕсем яланах асра тытĕç, ăруран ăрăва унăн паттăрлăхĕ çинчен каласа кăтартĕç. Çакăн пек тĕлпулусем историе тата хальхи пурнăçа пĕрлештерекен кĕпер пекех. Çамрăксем хăйсен çуралнă çĕршывĕпе тата ăна чапа кăларнă ентешĕсемпе тивĕçлипе мухтанаççĕ.

К. ГУРЕНЬКОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники