Пĕтĕм Раççейри уяв - Танкистсен кунĕ умĕн (ăна кăçал сентябрĕн 13-мĕшĕнче паллă тунă) Пакăшри волонтерсен юхăмĕн хастарĕсем Михаил Андреевпа Александр Иванов Мари Эл Республикин Звенигово хулине кайма велосипедпа çула тухнă. Вĕсем унта çитсе Сергей Бутяковăн палăкĕ умне чечек кăшăлĕ хума шутланă.
Криуш ялĕ патне çитсен кимĕпе Атăл леш енне каçсан пирĕн ентешсене унта Звенигово округĕн ветерансен канашĕн председателĕ Вера Новокшенова, вырăнти администрацире ĕçлекен Александр Кузнецов, Чăваш Утарĕнчи библиотека заведующийĕ Ирина Орлова кĕтсе илнĕ. Митинг ирттернĕ хыççăн Михаил Андреевпа Александр Иванов чăвашран тухнă пĕрремĕш Геройăн, 1940 çулта советсемпе финнсен вăрçинче паттăррăн пуç хунă танкистăн Сергей Бутяковăн палăкĕ-бюсчĕ умне чечек кăшăлĕ хунă. Унтан митинга пынисемпе пĕрле Чăваш Утарне кайнă, çав ялти Аслă Отечественнăй вăрçăран таврăнайман фронтовиксене асăнса лартнă палăк патне те венок хунă.
А. САДОВНИКОВ.
Ÿкерчĕк çинче: М. Андреевпа А. Иванов Звенигово хулинче музейре.
Октябрь 2026 |
