Декабрьте - икĕ пенси

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 20.11.2026, 10:23 Просмотров: 50

Çитес çулхи январьти каникулсем вăрăмланнă пирки пенси валеçмелли график та улшăнать. Çак укçана уйăхăн пĕрремĕш 10 кунĕнче илекенсене (чылай чухне 1- 3 е 1-5-мĕш числасенче) декабрьте икĕ пенси парĕç.

Декабрь пуçламăшĕнче вĕсем яланхи пекех декабрь уйăхĕшĕн пенси укçи илĕç, уйăх вĕçĕнче вара январьшĕн укçа килĕ, ăна срокчен шутласа парĕç, мĕншĕн тесен январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 10-мĕшĕчченхи кунсене канмалли, уяв кунĕсем тесе йышăннă. Вăрăмлатнă каникул вăхăтĕнче çынсем укçасăр ан юлччăр тесе Социаллă фонд çакăн пек тума йышăннă.

Анчах та асра тытмалла: ку вăл январьте тата тепĕр пенси тÿлессине пĕлтермест. Январьти тÿлев хыççăн тепĕр пенсие яланхи графикпа - февральте куçарса парĕç. Ăна илме заявлени çырмалла мар, укçана графикпа килĕшÿллĕн тÿлеççĕ. Енчен те эсир пенсие банк урлă илетĕр пулсан, ăна куçарни пирки телефонпа пĕлтереççĕ, «Раççей почти» урлă пулсан, графикпа хăçан куçарса парасси çинчен вырăнти уйрăмра ыйтса пĕлме пулать.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники