Патшалăх автоинспекци сотрудникĕсем çул çинче ÿсĕр водителе тытса чарнă. Право йĕркине çакăн пек майпа пăснăшăн ăна унччен те явап тыттарнă пулнă.
Шупашкарта пурăнакан арçын водитель правине туртса илнĕ хыççăн темиçе уйăх маларах кăна ăна каялла илме пултарнă, анчах та каллех руль умне ÿсĕрле ларнă. Ноябрĕн 16-мĕшĕнче çĕрле 10 сехет çитеспе вăл «Калина» автомашинăпа Куславкка округĕнчи Ырашпулăх ялĕ çывăхĕнче Патшалăх автоинспекци сотрудникĕсем транспорт хатĕрне чарма ыйтнине итлемен, пачах урăхла, хăвăртлăха ÿстернĕ. Хăйĕн хыçĕнчен хăвалакан йĕрке хуралçисенчен тарса ÿкес шухăшпа пынăскер, кĕтмен çĕртен канава чăмнă, унтан машининчен тухнă та чупса кайнă.
Полицин территори пайĕ- нчи патшалăх автоинспекци сотрудникĕсем 38 çулхи таркăна тытса чарнă, вăл, эрех ĕçнĕскер, хăйĕн пĕлĕшĕсем патĕ- нчен таврăннă пулнă. 2024 çулта арçынна право йĕркине çакăн пек майпа пăснăшăн пĕрре айăпланă. Ку хутĕнче те ăна Раççей Федерацийĕн Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан кодексĕн 12.8 статйин 1-мĕш, 12.6 статйинче тата 12.25 статйин 2-мĕш пайĕнче пăхнă преступленисем тунăшăн явап тыттарĕç. Уголовнăй ĕç пуçарас ыйтăва пăхса тухĕç.
Саккуна пăснă арçыннăн машинине ятарлă вырăна кĕртсе лартнă.
Ноябрь 2026 |
