Гриппран хÿтĕленес тĕллевпе

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 20.11.2026, 10:22 Просмотров: 50

Кашни çулах кĕркуннепе хĕлле, çанталăк сивĕтнĕ май, вируслă тĕрлĕ чирсем канăç памаççĕ. Вĕсенчен пĕри - грипп. Вăл пĕр çынран теприне калаçнă, ÿсĕрнĕ, сунасланă чухне ерет. Питĕ хăвăрт сарăлать.

Гриппа аптăраса ÿкнĕ çын часах ывăнать, чĕтреме тытăнать, унăн сывлăш температури 38-39 градус таран хăпарать, пуçĕ ыратать, алли-ури сурма пуçлать, каярахпа вара сунаслаттарма тытăнать, ÿслĕк пуçланать.

Çакна та палăртса хăвармалла: гриппа чирлесе ирттернĕ хыççăн ÿпке, нервпа чĕре - тымар системи сиенленеççĕ, хăлха начартарах илтме пуçлать. Кунсăр пуçне тата вăраха кайнă чирсем те аптăратма тытăнаççĕ.

Гриппа кĕрешмелли пĕртен пĕр шанчăклă меслет - прививка. Куславкка районĕнчи И.Е. Виноградов ячĕллĕ тĕп больницăра хальхи вăхăтра «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн унран хÿтĕленме вакцинăсемпе усă кураççĕ. Паянхи куна çак чиртен сыхланма 2916 çынна тата 1736 ачана прививка тунă: ача-пăчана ытларах - вĕренÿ учрежденийĕсенче, рабочисене - ĕç вырăнĕсенче.

«Гриппа чирленĕ хыççăн тĕрлĕ чир аптăратма тытăнни пирки ÿпкелешсе пирĕн пата кашни çулах нумаййăн килеççĕ. 60 çултан иртнисен, ачасен, çире пур хĕрарăмсен, вăраха кайнă чирсемпе чирлекенсен уйрăмах асăрхануллă пулмалла. Прививка туни гриппа чирлес хăрушлăха чакарать, çавăн пекех çынна тăрук вирус лексен те вакцинăна пула вăл ăна çăмăллăн ирттерсе ярать. Прививка тумалли чи меллĕ вăхăт - сентябрь - ноябрь уйăхĕсем. Çулсерен тенĕ пек грипп халăх хушшинче декабрьтен пуçласа февраль уйăхĕсенче анлă сарăлать. Ун чухне те прививка тутарма юрать, тутармалла та»,- тет врач-терапевт Вера Петрова.

Куславкка районĕнчи И. Е. Виноградов ячĕллĕ тĕп больницăра гриппран хÿтĕленме хальхи вăхăтри хăрушсăр вакцина «Совигрипп» пур. Прививка тутарас ыйтупа участокри терапевт патне е ерекен чирсен пÿлĕмне пымалла.

Р. КОВАЛЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники