Ноябрĕн 14-мĕшĕнче «Атăл» физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплексра Куславкка округĕнчи шкулсенче вĕренекенсем хушшинче «Хаваслă стартсем» иртрĕç. Ăмăртусене сывлăхлă пурнăç йĕркине пропагандăлас тата командăсен вăйне çирĕплетес тĕллевпе йĕркелерĕç. Çавăнпа вĕсем спорт - ку вăл вăй-хăватпа хăвăртлăх кăна мар, команда çитĕнĕвĕ те пулнине çирĕплетсе пачĕç.
Çичĕ тĕрлĕ тапхăртан тăнă тытăçусенче ултă команда хушшинче энтрипасарсене çитекенсем пулмарĕç. Вăтам шкул чысне Никита Егоров, Маруф Файзуллоев, Елизавета Максимова тата пĕртăвансем Камиллăпа Злата Шишкинасем хÿтĕлерĕç. Çак ăмăртусем вĕсене пĕр ушкăна чăмăртанипе пĕрлех кашнинех йышпа малалла ăнтăлма хавхалантарчĕç. «Хаваслă стартсенче» çĕнтернĕшĕн Энтри Пасарĕ-нчи вăтам шкул командине чаплă парнесем пачĕç: малашне тренировкăсем ирттерме - çĕнĕ мечĕк, пылак çимĕçсем тата бассейна килсе çÿреме - абонемент.
Эпир хамăр шкул ачисемпе мухтанатпăр, вĕсем - чи вăйлисем, пуринчен те маттуррисем.
А. ИВАНОВ.
Ноябрь 2026 |
