Ырă улшăнусем куç умĕнчех

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 20.11.2026, 10:56 Просмотров: 55

«Ниме - халăх бюджечĕ» программа Чăваш Республикинче пурăнакансене хăйсен хулисемпе ялĕсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама пулăшать: çул-йĕре юсама, çуртсен картишĕсене хăтлăх кĕртме, канмалли тата спорт занятийĕсем ирттермелли вырăнсем йĕркелеме...

Республикăра паянхи куна 1610 проекта пурнăçа кĕртнĕ, çав шутра 1389-ĕшне - яллă вырăнсенче, 221-ĕшне - хуласенче. Çак цифрăсем çынсем нумайранпа кĕтнĕ, хăйсем тăрăшнипе пулса иртнĕ ырă улшăнусем чăннипех те пуррине çирĕплетсе параççĕ.

Шупашкарта, тĕслĕхрен, Çĕнĕ хула микрорайонти Прокопьев урамĕнчи 4-мĕш çурт çывăхĕнче ачасене вылямалли тата спортпа интересленмелли кĕтессем хута кайнă. Халĕ вĕсем хăйсем пурăнакан вырăнтан аякка каймасăрах пушă вăхăта усăллă ирттерме пултараççĕ. Ашшĕ-амăшĕсен те ачисемпе пĕрле ытларах пулма май пур.

Куславккара Радужнăй урамра, Мичурин урамĕнчи 1-мĕш тата Октябрьски урамĕнчи 89-мĕш çуртсен картишĕсенче ачасене выляса савăнмалли хальхи йышши лапамсем туса хунă.

В. СЕМЕНОВ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники