Професси нумай, кăмăла каяканни - пĕрре

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 20.11.2026, 10:24 Просмотров: 58

Куснарти вăтам шкулта вĕренекенсем нумай пулмасть Сĕнтĕ-рвăррине çитсе килчĕç. Вĕсем унти Раççей Геройĕ Е.С. Александров ячĕллĕ Чăваш аграри колледжĕн уйрăмлатнă тытăм пайĕ-нче пулса курчĕç. Экскурси питĕ интереслĕ тата усăллă иртрĕ.

Вĕренекенсене икĕ ушкăна пайларĕç. Пĕрисене хальхи вăхăтра туса кăларакан тракторсем, вĕсен двигателĕсем, ялхуçалăх техникин регион экономикинчи вырăнĕ çинчен каласа пачĕç. Шкул ачисем çавăн пекех агропромышленность аталанăвĕ пирки те нумай çĕннине пĕлме пултарчĕç, унпа çыхăннă профессисене мĕнле майпа алла илме май пуррипе интересленчĕç.

Иккĕмĕш ушкăн вара кулинарсен ĕçĕпе кăсăкланчĕ, колледж преподавателĕсем шкул ачисене тутлă пĕремĕк пĕçерме вĕрентрĕç. Вĕсем чуста çăрчĕç, ăна çаврашка майлă касса кăларса кăмакара пĕçерчĕç, каярах пĕрле ларса тутанса пăхрĕç.

Мастер-классем хыççăн вĕренекенсем колледжра экскурсире пулчĕç: лабораторисемпе, тĕрлĕ пÿлĕмсемпе паллашрĕç. Юлашкинчен пурте пĕрле анлă Атăлăн Сĕнтĕрвăрри хулинчи çыранĕ хĕррипе уçăлса çÿрерĕç, унти чаплă вырăнсемпе паллашрĕç. Çак çулçÿрев вĕсене тĕрлĕ профессисенчен пĕрне, кăмăла килекеннине, суйласа илме хавхалантарчĕ.

 

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники