Асрах асамĕ çав самантăн

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 18.09.2026, 13:02 Просмотров: 14

Чăваш кĕнеке издательствинче июль уйăхĕнче «Три поэта. Виçĕ поэт. А.С. Пушкин, М.Ю. Лермонтов, С.А. Есенин» кăларăм пичетленсе тухрĕ. Унта паллă вырăс поэчĕсен - Александр Пушкинăн, Михаил Лермонтовăн тата Сергей Есенинăн - пурте мĕн пĕчĕкрен пĕлекен чылай сăвви кĕнĕ. Чăвашла вĕсене Раççей писателĕсен союзĕн членĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, М.Д.Трубина ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ Василий Кервен куçарнă.

Вулакансен кĕнекепе паллашма кăштах вăхăт пулчĕ темелле. Раççей халăхĕсен чĕлхисен кунĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче унăн хăтлавĕ иртрĕ. Василий Гавриловича саламлама поэтсемпе прозаиксем, ăсчахсемпе журналистсем, артистсемпе ентешĕсем йышлăн пухăнчĕç.

Василий Кервен куçару ĕçĕ çав тери йывăр та яваплă пулнине, шухăша пăсма юраманнине палăртрĕ, тĕрлĕ çыравçă ку ĕç-хĕл пирки мĕн калани çинче чарăнса тăчĕ. 2024 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче Александр Пушкинăн суйласа илнĕ сăввисен пуххи - «Я помню чудное мгновение...Асрах асамĕ çав самантăн...» - кун çути курнăччĕ. Унти хăшпĕр хайлав çĕнĕ кăларăма та кĕнĕ.

«Виççĕшĕ те - тĕлĕнмелле поэтсем. Пушкинпа Есенина эпир аванрах пĕлетпĕр пуль, Лермонтова вара - сахалрах. Александр Пушкинăн «Я помню чудное мгновение...» сăввине вунă ытла автор чăвашла куçарнă-мĕн. Василий Кервен Петĕр Хусанкайăн, Николай Теветкелĕн, Георгий Ирхин, Валери Туркайăн, Виталий Станьялăн тата хăйĕн куçарăвĕсене вуласа пачĕ. Хăтлава пухăннисем вĕсене хăйсем хак пама пултарчĕç. Пушкинăн, Лермонтовăн, Есенинăн чăвашла куçарăвĕсене те уççăн янраттарчĕ уяв хуçи. Халĕ вара Федор Тютчева чăвашлатас тĕлĕшпе тăрмашнине те пытармарĕ. Тепĕр пысăк ĕмĕчĕ - вырăс литературинчи Кĕмĕл ĕмĕр сăвăçисен хайлавĕсене вырăсла-чăвашла хатĕрлесе пичетлесси. Ку ĕçе ытти сăвăçа та явăçтарасшăн вăл.

Мероприятие пуçтарăннисем сăвă пуххине пысăка хурса хакларĕç. Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ Ольга Иванова куçаруçăпа килĕштерсе, хавхаланса ĕçленине палăртрĕ.

«Василий Кервен чун витĕр кăларса куçарни паллă. Ку хамăр чĕлхепе культура аталанăвĕнчи хăйне евĕрлĕ пусăм. Унчченхи куçаруçăсем, чăваш поэчĕсем тунă ĕçе малалла тăсрĕ вăл. Виçĕ авторăн пултарулăхĕн тарăнăшне кĕме, культурăпа психологи шайĕнчен хак пама питĕ пысăк ăсталăх, пĕлÿ кирлĕ. Чунсем пĕр пек янăрасан кăна ĕç хăй еккипе пулса пырать. Кервен хăйĕн сăвăçисене тупнă. Унăн куçарăвĕсене вуланă май поэт сăввисенче унччен асăрхаман япаласене куратăп. Кашни хайлава танлаштарса вуларăм. Ритм, рифма - пĕтĕмпех вырăнта. Кĕвĕлĕхне те упраса хăварнă. Чĕлхепе ирĕклĕ ĕçлет Кервен»,- терĕ филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Юрий Артемьев профессор.

Раççей писателĕсен союзĕн Чăваш Енри уйрăмĕн председателĕ Сергей Павлов чăваш халăх çыравçи Василий Кервен Раççей писателĕсен союзĕн Пушкин медальне тивĕçнине асăнчĕ. «Сана халь пĕтĕм тĕнче пĕлет! Çапах Раççей, чăваш культурипе литературине хăвăн сăввусемпе те мар, çак куçарусемпе кĕрсе юлатăн та, тен»,- пĕтĕмлетрĕ вăл.

Николай Осипов критик Василий Гавриловича: «Профессионал», - терĕ кĕскен. Тен, каярахпа анлăрах тишкерÿ пичетлĕ-ха. Раиса Сарпи чăваш халăх сăвăçине Василий Кервене «Чăваш халăх поэчĕ» хисеплĕ ят пама сĕнчĕ. Унăн ырă пуçарăвне залра ларакансем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, ЧНК Вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн председателĕ Геронтий Никифоров Пушкинăн, Лермонтовăн тата Есенинăн сăввисене чăвашла куçарса кăларнăшăн Василий Кервене Чăваш наци конгресĕн Тав хучĕпе чысларĕ.

Ку мероприяти, чăн та, Раççей халăхĕсен туслăхне, чĕлхе пуянлăхне палăртакан уяв пулчĕ.

О. АВСТРИЙСКАЯ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники