Чăваш Енри нумай ачаллă çемьесенчи 11 пин ытла арçын ачапа хĕрача шкул тата спорт тумĕ туянма ятарлă тÿлев илнĕ.
Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра 5752 çемье валли пĕр ача пуçне 15 168 тенкĕ куçарса панă.Тÿлевсен пĕтĕмĕшле сумми 167,2 миллион тенкĕпе танлашать.
Çак пулăшупа начартарах пурăнакан нумай ачаллă çемьесене «Çемье» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн тивĕçтереççĕ. Заявление Патшалăх пулăшăвĕн порталĕ е МФЦ урлă октябрĕн 31-мĕшĕччен памалла.
Октябрь 2026 |
