Столовăйра тутлă çитереççĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 09.10.2026, 13:17 Просмотров: 45

Тĕрлемесри вăтам шкулта пĕрремĕш класра вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсем «Ашшĕ-амăшĕн контролĕ» проектпа килĕшÿллĕн вырăнти столовăйне пырса тĕрĕслерĕç.Вĕсем ачасене тутлă çитернипе интересленчĕç, пĕçернĕ апата хăйсем те тутанса пăхрĕç.

Ашшĕ-амăшĕсем çавăн пекех менюпа паллашрĕç, апат хатĕрлекен пÿлĕме кĕрсе пăхрĕç. Столовăйĕнче пулнă хыççăн çакăн пек пĕтĕмлетÿ турĕç: кунти блюдăсем калориллĕ, вĕри, чи кирли - тутлă. Шкулта вĕренекенсем те тăхтавсем вăхăтĕнче столовăйне çÿреме юратни çинчен пĕлтерчĕç.

Пирĕн патра ачасене тутлă тата вĕри апат çитерессине пысăк тимлĕх уйăрнипе эпир те кăмăллă. Поварсен ĕçне çапла хаклани вĕсене малашне тата та лайăхрах тăрăшма хавхалантарать.

К. ГУРЕНЬКОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники