Ачалăх тĕнчине йыхравлать

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 09.10.2026, 13:26 Просмотров: 44

Вĕренÿ çулĕ тин кăна пуçланчĕ, пĕрремĕш классемшĕн анчахрах пирвайхи шăнкăрав янăрарĕ пек - сентябрь уйăхĕ сисмесĕрех иртсе те кайрĕ.

Чăваш кĕнеке издательствинче вара нумаях пулмасть чăн-чăн кĕрхи кăларăм кун çути курчĕ. Лидия Саринен «Пĕчĕк шкул ачи. Братик» сăвă пуххин хуплашки çинче икĕ арçын ачана куратпăр. Пĕри рюкзак çакнă, аллинче - чечек çыххи, вăл шкул ачи пулни тÿрех паллă. Кĕçĕнреххи хĕрлемес кушак йăтнă, пиччĕшне ăсатма тухнă пулас. Ахăртнех, ÿнерçĕ Пĕлÿ кунĕнчи илемлĕ ире сăнланă. Хĕрлĕ, сарă тĕслĕ вĕрене тата пилеш çулçисем урамра кĕркунне хуçаланнине систереççĕ. Çав хушăрах симĕс çулçăсем те пур-ха. Çакăн пек илемлĕ ÿкерчĕке калăплаканĕ - Светлана Бритвина художник.

Кĕçĕн классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕ кĕнеке (редакторĕ - Ольга Иванова) 1000 экземплярлă тиражпа тухнă. Унта Лидия Михайловнăн чăвашла тата вырăсла çырнă сăввисем кĕнĕ. Авторăн пултарулăхĕнче туслăхпа ырăлăх теми тĕп вырăн йышăнать. Ун сăввисенчи сăнарсем - лара-тăра пĕлмен хастар ачасем. Вĕсем чĕрчунсемпе туслă («Çуркунне», «Хаш сывлать ула ĕне», «Ача урама тухмасть», «Йытă çури, «Кушак çури»), ашшĕ-амăшне пулăшаççĕ («Тутлă яшка», «Ирхине», «Наçтук»), шкулта вĕренме ĕмĕтленеççĕ («Пĕчĕк шкул ачи»). Паллах, кирек мĕнле ача-пăча пекех выляма юратаççĕ. Тепĕр чухне вара вăйăран вăкăр сиксе тухать...Тĕслĕхрен, «Чуччу» сăвăри лирика харкамçи кушакĕпе пуканине те пĕрле ярăнтарасшăн пулать. Ĕç-пуç акă мĕнпе вĕçленет:

Кушак тарчĕ ман çумран,

Эх, хавшак чĕре!

Пукане юлмасть унран,

Ÿкрĕ ав çĕре.

Ыткăнтăм çÿлтен çÿле,

Çăлтăрсем патне!

Таврăнтăм ÿле-ÿле

Кăн-кăвак питпе.

«Кулленхи тĕлĕнтермĕшпе кулăшла пулăмсем мана сăвă çырма хавхалантараççĕ. Хайлавăмсене эпĕ ачасене халаллатăп», - тет Лидия Сарине. Унăн сăввисем çăмăллăн вуланаççĕ, çитĕннисене те ачалăх тĕнчине ертсе каяççĕ.

Светлана Бритвина художникăн ĕçĕсем те сăнарсене куç умне кăларма пулăшаççĕ, савăнăç кÿреççĕ. «Илемлĕ те хавас ÿкерчĕксемлĕ кĕнекене вулама яланах интереслĕ. Ку кăларăм - ачалăхпа туслăх, ăшăлăхпа ырăлăх çинчен»,- тет Светлана Александровна.

О. АВСТРИЙСКАЯ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники