Инкек-синкеке сирес тĕллевпе

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 09.10.2026, 13:22 Просмотров: 44

Иртнĕ эрнери канмалли кунсенче Энтри Пасарĕнчи вăтам шкулта 8-мĕш класра вĕренекен, Чăршкассинче пурăнакан ачасен ашшĕ-амăшĕсем çĕрлехи вăхăтра вĕсем урамра тĕлсĕр çапкаланса çÿренине асăрхаттарас тĕллевпе тĕрĕслев ирттерчĕç.

Патруль вăхăтĕнче çул çитменнисем ушкăнпа пухăнма юратакан вырăнсене çитсе пăхрĕç, ытти çĕрте те пулчĕç. Палăртма кăмăллă, йĕркене пăснă тĕслĕхсем тĕл пулмарĕç.

Ашшĕ-амăшĕн патрулĕ - çемьепе шкул хушшинчи çыхăнăвăн уйрăлми енĕ, вăл çамрăксене харпăр хăйĕн тата таврари çынсен хăрушсăрлăхĕшĕн яваплăха туймаллине ăнлантарса парассипе çыхăннă.

Энтри Пасарĕнчи вăтам шкулта ку ĕçе аван йĕркеленĕ, çакнашкал рейдсем малашне те ирттерме палăртнă.

А. ИВАНОВ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники